Вторник, 4 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ют çĕршыв паспортне илес тесен

Ют çĕршыв паспортне илес тесен

Елчĕкри нумай функциллĕ центр 5 çуллăха ют çĕршыв паспорчĕсене хатĕрлеме документсем йышăнать.

Вĕсене илес тесен 18 çула çитнĕ граждансен центра Раççей паспортне, 35х45 калăпăшлă йăлтăркка мар сăн ÿкерчĕк, арçынсен /18 çултан пуçласа 27 çулччен/ çар билетне, маларах илнĕ ют çĕршыв паспортне /усă курас вăхăчĕ иртмен пулсан/ илсе пымалла. 14 çула çитмен ачасене паспортпа тивĕçтерес тесен 35х45 калăпăшлă 2 йăлтăркка мар сăн ÿкерчĕк, çуралнине ĕнентерекен хут, ашшĕ-амăшĕн Раççей паспорчĕ, 14 çул тултарнă ачасен Раççей паспорчĕ пулмалла.

Ют çĕршыва каймалли паспорта хатĕрлессипе çыхăннă патшалăх пошлини 14 çул тултарман ачасемшĕн 1000 тенкĕпе, 14 çул тултарнă е унтан аслăрах граждансемшĕн 2000 тенкĕпе танлашать. Паспорта пĕр уйăхра, енчен те гражданин урăх вырăнта пропискăра тăрать пулсан, 4 уйăхра туса параççĕ.

Л.ВИКТОРОВА,
нумай функциллĕ центр ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code