Понедельник, 3 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çур аки те çывхарать

Çур аки те çывхарать

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлури тĕп ыйтусенчен пĕри черетлĕ çур аки ĕçĕсене пурнăçлама хатĕрленесси çинчен пулчĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче ака техникине хатĕррисен ретне лартассине епле йĕркеленине, вăрлăхсемпе, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе, минераллă удобренисемпе саппасланнине комиссипе тĕрĕслес ĕç тунтикун вĕçленнĕ. Çавна май вырăнсенче хăй пулса курнă, лару-тăрупа тĕплĕн паллашнă ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов пĕтĕмлетсе каларĕ: «Рассвет», «Комбайн», «Труд», «Сатурн», Ленин ячĕллĕ ЯХПКсенче, «Урожай», «Победа», «Энтепе», «Яманчурино», «Клевер», «АСК-Яльчики», «Нива» агрофирма» ОООсенче, В.Чернов, Ю.Галкин, А.Бикулов, Ю.Цветков, И.Чайкина хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама тĕплĕн хатĕрленнĕ. Районĕпе илсен, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 94 проценчĕ ака кондицине тивĕçет. Кăçал усă курма палăртакан 1000 тонна /26 процент/ вăрлăх ПР тата элита репродукцири шутланать. Вĕсене туса илессипе ятарласа ĕçлекен Ю.Цветков хресчен ?фермер/ хуçалăхĕнче тата «Комбайн» ЯХПКра чи лайăх вăрлăхсене тата анлăрах ĕçе кĕртме палăртаççĕ.

Хальхи вăхăт тĕлне, районĕпе илсен, уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама 2,7 пин тонна яхăн е пĕтĕмпе кирлин 75 проценчĕ чухлĕ минераллă удобрени, 719 тонна /107 процент/ çунтармалли-сĕрмелли материал кÿрсе килнĕ. Кăçалхи ĕç планĕ те татăклăн паллă: ÿсен-тăран культурисене 40 пин гектара яхăн лаптăкра акса хăвармалла.

ЗАГС пайĕн начальникĕ Надежда Баймушкина кăçалхи 3 уйăхри ĕç кăтартăвĕсене тишкерчĕ. Çак тапхăрта районта 22 ача анчах, иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 10 ача каярах çуралнă. Çынсем вара нумаййăн вилеççĕ, отчетлă тапхăрта вăл енĕпе 90 акт çырнă. Çĕнĕ çемье çавăракансен хисепĕ ÿсни те туйăнсах каймасть.

Апла пулин те, Чăваш Республикинчи Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви ЗАГС уйрăмĕсенчи ĕçе мĕнле йĕркеленине 15 тĕрлĕ критерипе тĕплĕн тишкерсе хак панă хыççăн темиçе номинаципе иртнĕ конкурсра Елчĕк район администрацийĕн ЗАГС пайĕ çĕнтерÿçĕ пулса тăни, ятарлă Диплома илме тивĕçлĕ пулни çинчен илтме питех те кăмăллă пулчĕ.

Районти ветеринари станцийĕн начальникĕ Ирина Николаева çанталăк ăшăтса пынă май куçса çÿрекен вĕçен кайăксем пирĕн тăрăха ушкăнпа вĕçсе килнĕ вăхăтра кайăк-кĕшĕк грипĕ ересрен асăрханасси, чире хирĕç тăмалли йĕркесене çирĕп пăхăнса ĕçлеме кирли çинчен чарăнса тăчĕ.

…Хамăр пурăнакан вырăна тирпей-илем кÿресси çинчен те малашне ытларах шухăшлама тивет. Мĕншĕн тесен юр хăвăрт ирĕлсе пынă май хĕл каçипе пухăннă çÿп-çап пĕтĕмпех куç умне тухать. Вĕсене вăхăтра тасатма ĕлкĕрмелле.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code