Понедельник, 27 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Старта чĕнчĕ «Елчĕк ен»

Старта чĕнчĕ «Елчĕк ен»

Апрелĕн 11-мĕшĕнче Елчĕкре çуллахи спорт сезонĕ уçăлнă ятпа «Елчĕк ен» хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен кросĕ тата СССР космонавт-летчикне, Совет Союзĕн икĕ хут Геройне А.Г.Николаева асăнса «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çуран чупакансен эстафетин пĕрремĕш тапхăрĕ иртрĕ.

«Елчĕк ен» хаçат редакцийĕн куçса çÿрекен кубокĕсене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен кросĕ çулсерен çут çанталăк йăл илнĕ вăхăтра – ака уйăхĕнче иртет. Çак массăллă чупупа сывă пурнăç йĕркине парăннисем хăйсен çуллахи спорт сезонне уçаççĕ. Кăçал вăл – 40-мĕш!

Историне каялла таврăнас пулсан çакна палăртмалла: хаçатăн малтанхи номерĕсенчех /1932 çултан/ физкультурăпа спорт хыпарĕсене анлăн çутатса пынă, вăрçăччен тата ун хыççăн уйрăм турнирсем те йĕркеленĕ хаçат ячĕпе. Чи сумли, пĕлтерĕшли — çурхи кросс. Районта «стажпа» унпа танлашакан ăмăрту çуках. Хаçат парнисемшĕн кĕрешессинче çулсерен çĕршер атлет старта тухать, унăн «тивлечĕпе» спорт карьерине никĕслекенсем те сахаллăн мар.

Хăй вăхăтĕнче район хаçачĕ йĕркелекен турнирта 2000 çулхи Сиднейри Олимп вăййисен бронза призерĕ Владимир Андреев /Лаш Таяпа/ хăвăрт утуçă, çĕршыври нумай ăмăрту çĕнтерÿçи Александр Васильев /Кивĕ Эйпеç/ çурма марафонçă пуçламăш ÿсĕмсем тунă. Вĕсенчен кĕçĕнреххисем – Екатерина Львова /Лаш Таяпа/, Николайпа Ольга Николаевсем /Акчел/, Алевтина Арбузова /Патреккел/, Марина Тарасова /Кĕçĕн Таяпа/ çăмăл атлетсем Раççей шайĕнчи ăмăртусенче хăйсен сассисене пачĕç.

Сăмах май, асăннă хăш-пĕр спортсменсен пĕрремĕш тренерĕсем – физкультура учителĕсем Александр Адюков, Михаил Скворцов, çавăн пекех Анатолий Константинов, Андрей Карсаков тĕрлĕ çулсенче çурхи кросра пĕр хутчен мар чемпион пулнă.

…Вăл кунхи çанталăк, паллах, ялан кĕтнĕ пек çуркуннен çиçмерĕ – сулхăн пулчĕ. Апла пулин те, ăмăртуçăсем хăйсен хевтелĕхĕпе, вăй-халĕпе, ăнтăлăвĕпе спорт уявне илем кÿчĕç .

Малтанах чи пĕчĕккисем – 2006 çулта çуралнисем тата унтан кĕçĕнреххисем 500 метра старта тухрĕç. Асăннă ÿсĕмре пĕтĕмпе 33 хĕрача вăй виçрĕ. Чи лайăх вăхăт /1.34/ кăтартса Кушкă шкулĕнчи Олеся Мекшеева çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕ. Арçын ачасенчен Илья Нягина та /Елчĕк/ кăçалхи кросс çак дистанцире пуçласа ăнăçу кÿчĕ. Унпа пĕр класра вĕренекен Игорь Казаков ăна кăшт кăна выляса ячĕ. Çак дистанцирех пĕр çул аслăрах хĕрачасем те вăй виçрĕç. Кунта Кристина Федорова çăмăллăнах çĕнтерчĕ. Тренерсем сăнанă май, спортсменкăн техники те, сывлав ритмĕ те вырăнлă шайра. Тен, малашне Лаш Таяпа шкулĕнчен тепĕр пулас олимпиец тухĕ?

Кăçалхи кросра Хăвăлçырмасене каллех ăнчĕ. Вĕсем куçса çÿрекен кубока виççĕмĕш çул çĕнсе илчĕç. Команда ăнăçăвне туптакансен йышĕнче Леонид Яшин, Татьяна Смирнова, Анастасия Удалова, Петр Уткин, Елена Перепелкина пулчĕç.

Ăмăртура кашни шкул команда тăратнă пулсан, ытти организацисем пирки çакна калаймăн. Çитĕннисемпе ветерансен ушкăнĕсенче тăватă коллективран пурĕ те 13 çын кăна хутшăнчĕ. Кĕçĕн Таяпасем вара яланхиллех хастар – чупăва тулли йышпа килнĕ. Вĕсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Петров хавхалантарса пыни куçкĕрет. Командăри Надеждăпа Борис Головинсем чылай çул ĕнтĕ хăйсен пултарулăхĕпе тÿлевсĕр хаçатлă пулаççĕ. Хресчен ?фермер/ хуçалăхĕнчи хĕрÿ ĕçлĕхе пăхмасăр çапла майпа сывă пурнăç сукмакне те такăрлатсах тăраççĕ. Хăть йĕлтĕр спортĕнче те çавах – ыттисемшĕн тĕслĕх.

Кăçал вăтам шкул командисен тупăшăвĕнче кăмăллă кĕтменлĕх те пулчĕ. Кушкăсем – пĕрремĕш! Пытарма кирлĕ мар: çĕнĕ лидер чылай çул кунашкал çÿллĕ картлашкана çĕкленейменччĕ. Эппин, резервсем пур. Саламлатпăр!
Кросра палăрнисене пурне те дипломсемпе чысланă, çĕнтерÿçĕсем «Елчĕк ен» хаçата кăçалхи иккĕмĕш çур çулта тÿлевсĕр илсе тăрĕç.

Çĕнтерÿçĕсем тата палăрнисем

Хĕрачасем. 2006 çулта çуралнисем тата унтан çамрăкраххисем. 500 м. 1.Олеся Мекшеева /Кушкă/,1.34. 2.Анастасия Павлова /Кĕçĕн Таяпа/, 1.37. 3.Анастасия Антонова /Патреккел/, 1.37.6. Арçын ачасем. 2006 çулта çуралнисем тата унтан çамрăкраххисем. 500 м. 1.Илья Нягин /Елчĕк/, 1.30.5. 2.Игорь Казаков /Елчĕк/,1.30.8. 3.Артем Кудряшов /Аслă Елчĕк/,1.32.2. Хĕрачасем. 2004-2005 çулсенче çуралнисем. 500 м. 1.Кристина Федорова /Лаш Таяпа/, 1.27.6. 2.Ирина Карзакова /Кушкă/, 1.30. 3.Анна Лалаян /Аслă Елчĕк/, 1.32.2. Арçын ачасем. 2004-2005 çулсенче çуралнисем. 1000 м. 1.Денис Жуков /Тĕмер/, 3.08. 2.Алексей Александров /Кивĕ Эйпеç/, 3.10. 3.Леонид Яшин /Хăвăлçырма/, 3.12. Хĕрсем. 2002-2003 çулсенче çуралнисем. 1000 м. 1.Татьяна Смирнова /Хăвăлçырма/, 3.29. 2.Анастасия Удалова /Хăвăлçырма/, 3.38. 3.Александра Печкова /Аслă Елчĕк/, 3.39. Арçын ачасем. 2002-2003 çулсенче çуралнисем. 2000 м. 1.Виктор Райков /Елчĕк/, 7.15. 2.Владислав Фадеев /Лаш Таяпа/, 7.28. 3. Петр Уткин /Хăвăлçырма/, 7.34. Хĕрсем. 2000-2001 çулсенче çуралнисем. 2000 м. 1.Елена Перепелкина /Хăвăлçырма/, 8.44. 2.Резеда Шайдуллина /Елчĕк/, 8.53. 3.Анастасия Гладкова /Курнавăш/, 9.19. Яшсем. 2002-2001 çулсенче çуралнисем. 3000 м. 1.Владимир Астраханов /Курнавăш/, 10.26. 2.Денис Михеев /Кушкă/, 10.32. 3. Павел Петров /Елчĕк/, 10.38. Хĕрарăмсем. 1000 м. 1.Алина Степанова /Шăмалак/. 2.Наталия Муллина /Кĕçĕн Таяпа/. Арçынсем. 2000 м. 1. Алексей Васильев /Елчĕк/. 2.Андрей Козлов /Кĕçĕн Таяпа/. 3.Павел Архипов /Çĕнĕ Пăва/. Ветерансем. Хĕрарăмсем. 500 м. 1.Надежда Головина /Кĕçĕн Таяпа/. 2.Людмила Львова /Шăмалак/. 3. Лариса Ильина /Кĕçĕн Таяпа/. Ветерансем. Арçынсем. 1000 м. 1.Борис Головин /Кĕçĕн Таяпа/. 2. Сергей Горшков /Аслă Елчĕк/. 3. Михаил Скворцов /Кĕçĕн Таяпа/.

Командăсем. Тĕп шкулсем. 1. Хăвăлçырма. 2.Кĕçĕн Таяпа. 3. Патреккел. Вăтам шкулсем. 1. Кушкă. 2. Елчĕк. 3. Курнавăш. Ял тăрăхĕсем, предприятисем, организацисем. 1. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ. 2.Шăмалак шкулĕ. 3. Елчĕк ял тăрăхĕ.

Н.МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code