Воскресенье, 6 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Елчĕк ен» пулмасан пурнăç çук пекех

«Елчĕк ен» пулмасан пурнăç çук пекех

Чăннипех, çапла. Эпир, ватăсем, ытлашши ниçтах та тухса çÿрейместпĕр, Интернетпа та туслах мар. Пĕтĕм хыпара «Елчĕк ен» урлă пĕлетпĕр.

Çавна май кашни юнкунпа шăматкун Валентина Маркова почтальонка район хаçатне киле пырса парасса чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Малти страницăран тытăнатăп та, вĕçне çити вуласа тухмасăр та хаçата алăран ямастăп. Районта пулса иртнĕ мероприятисем çинчен çырса кăтартнисемпе кăсăкланса паллашатăп. Ытларах ял хуçалăх производствипе çыхăннă, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем çинчен каласа кăтартакан статья-корреспонденцисене юратса вулатăп. Тухтăрсем ырă сĕнÿсем пани те пире, пенсионерсене, сывлăха мĕнле упрамаллине вĕрентеççĕ. Хаçатра пичетленнĕ тĕрлĕ сĕнÿ-канашсене урама тухса ларсан та сÿтсе яватпăр. «Елчĕк ен» пирĕншĕн пĕртен-пĕр хыпарçă пекех туйăнать.

Хамăн пурнăç тăршшĕпех район хаçачĕпе юнашар утатăп, ăна кăçалхи иккĕмĕш çур çул валли те, паллах, çырăнса илетĕпех.

А.АНИСИМОВА,
ĕç ветеранĕ, Тÿскел ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code