Воскресенье, 4 декабря, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уй-хирĕм, мăнаçлăх эс кÿретĕн!

Уй-хирĕм, мăнаçлăх эс кÿретĕн!

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Марина Загребаева хутшăннипе тунтикун Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче ака ĕçĕсене пурнăçлама тухас умĕнхи район шайĕнчи анлă семинар-канашлу пулса иртрĕ. Унта хутшăннă ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ертÿçисене, специалистсемпе механизаторсене «АСК-Яльчики», «Эмметево», «Клевер» ОООсенче тата «Труд» ЯХПКра юлашки çулсенче туяннă хăватлă техникăсем — минераллă удобрение уй-хире сапаласа тăкакан агрегат, 12 метр анлăш мобильлĕ сÿре, лаптăка культиваци тумасăр тÿррĕнех пысăк пахалăхпа акса хăварма май паракан «Ракет-300» йышши сеялка тата ыт. те кăсăклантарчĕç.

…Тĕрĕссипе каласан, уй-хир ĕçĕсем пуçланнă ĕнтĕ. «Комбайн» ЯХПКпа «Прогресс» АХОра, «Яманчурино» ОООра, Аслă Таяпари Васильевсен хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче çĕрле шăнтнипе усă курса иртнĕ кунсенчен тытăнсах кĕр тыррисемпе нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕсене минераллă удобренисемпе апатлантарас ĕçе тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пычĕç.

Ял хуçалăх организацийĕсем çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама епле хатĕрленнине малтанах комиссипе тĕрĕслесе хак панăран, пĕтĕмĕшле лару-тăру паллă. Апла пулин те район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов яваплă тапхăрта агротехника йĕркипе килĕшÿллĕн пурнăçланмалли кашни самант — акăнакан лаптăксен структури, минераллă удобренипе тата çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе саппасланни, кĕр тыррисемпе нумай çул ÿсекен курăксене минераллă удобренисемпе апатлантарасси, акас умĕн çĕре ĕçлесе хатĕрлесси, акнă лаптăксене пусăрăнтарасси, ÿсен-тăран культурисене çум курăкран, хурт-кăпшанкăсемпе тĕрлĕ чир-чĕртен хÿтĕлесе пурнăçламалли мероприятисем пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсем ÿсен-тăран культурисене кăçал 29000 гектар, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем 11000 гектар çинче акса хăварма палăртаççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, çуртрисем 23855 гектар пулмалла. Çав шутран пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем — 16350 гектар. Выльăх апачлĕх культурăсен лаптăкĕ — 16169, çĕр улми — 640, пахча çимĕç тата вĕсене вăрлăхлăх уйăракан ана — 131, техника культурисем 759 гектар йышăнмалла.

Районти уй-хир ĕçченĕсем черетлĕ ака ĕçĕсене пурнăçлама яланхи пекех тĕплĕн, тăрăшса хатĕрленнĕ. Минераллă удобренипе çунтармалли-сĕрмелли материалсене тĕрлĕ майсемпе усă курса çителĕклĕ таран кÿрсе килнĕ. Вăрлăхсен 96 проценчĕ ака кондицине тивĕçнĕ. Ÿсен-тăран культурисен вăрлăхĕсене çĕнетсе улăштарасси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенчи çĕре ĕçлесе хатĕрленĕ тата акнă çĕрте усă куракан ял хуçалăх техники тĕлĕшпе те тиркешсе калаçма сăлтав çук. Мĕншĕн тесен вĕсенчен кашнийĕ техника паркне çулсерен тенĕ пекех хăйсене кирлĕ пек çĕнетме тăрăшать.

Ĕç сыхлавĕн йĕркисене çирĕп пăхăнасси — тимлĕ пуласси, инкек-синкекрен асăрханасси пирки те çивĕч калаçу пулчĕ. Апла пулсан, ĕç вăхăтĕнчи яваплăхпа тимлĕх пирки уй-хирте ĕçлекенсене тăтăшах асăрхаттармалла, инструктаж ирттермелле. Çын сывлăхĕнчен хакли урăх нимĕн те çук. Чăннипех те çапла, инкек сиксе тухсан тухăçлă ĕçлени те савăнăç кÿмĕ…

Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов май пулнипе усă курса выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăçалхи 3 уйăхри кăтартăвĕсене те пĕтĕмлетрĕ.

Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Марина Загребаева агропромышленность комплексĕнче ĕçлекенсене патшалăх пулăшăвĕ парассин йĕркисемпе тĕплĕн паллаштарчĕ.

Канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин пĕтĕмлетрĕ, ака ĕçĕсене кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа, инкек-синкексĕр ирттерсе яма пурне те ăнăçу сунчĕ. Ял çынни вара акана тухас кунсем çывăхланса пынине, уй-хир хăйне кĕтнине чун-чĕрипе туйса тăрать…

Светлана АРХИПОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code