Понедельник, 14 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > «Вĕрентекен, сан умăнта пуçа таятăп», —

«Вĕрентекен, сан умăнта пуçа таятăп», —

юрра Елчĕкри искусство шкулĕнче пултарулăхне туптакан Е.Молодова çепĕççĕн шăрантарнинчен пуçланчĕ районти вĕрентекенсемпе воспитательсен професси ăсталăхне çирĕплетекен конкурссен çĕнтерÿçисемпе призерĕсене чыслакан уяв.

Вĕренÿпе воспитани ĕçĕнче чи пултаруллисене тупса палăртас тĕллевпе районта çулсеренех «Çулталăкри вĕрентекен», «Чи лайăх класс ертÿçи», «Чи лайăх воспитатель» тупăшусем çÿллĕ шайра иртеççĕ. Кăçал конкурссенче вĕренÿ учрежденийĕсенчи 16 воспитатель, 17 класс ертÿçи, 15 вĕрентекен кĕрешрĕç. Конкурсантсем хăйсен ĕçне тĕрлĕ енчен кăтартрĕç: уçă уроксемпе мастер-классем ирттерчĕç, пултарулăх презентацийĕсемпе вĕренÿ проекчĕсем хÿтĕлерĕç.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене, ĕçтешĕсене район пуçлăхĕ Ираида Васильева, район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн аслă методисчĕпе Марина Черновăпа Изабелла Тетерина методист саламларĕç, мала тухнисене дипломсемпе парнесем парса хавхалантарчĕç.

«Чи лайăх воспитатель» ята «Чебурашка» ача садĕнчи Ольга Мудрецова çĕнсе илчĕ. «Шевле» ача садĕнчи Валентина Николаевăпа «Солнышко» ача садĕнчи Людмила Абдулкина – призерсем.

«Чи лайăх класс ертÿçи» конкурсăн кăçалхи çĕнтерÿçи — Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 4 «в» класс руководителĕ — Галина Григорьева. Кушкăри 4 класс, Курнавăшри 3 класс ертÿçисем Елена Зайцевăпа Феонила Порфирьева призерсен йышне кĕчĕç.

Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Алена Максимова социаллă педагог республикăри «Чăваш Енри социаллă педагог-2018» конкурсăн куçăмлă тапхăрне хутшăнчĕ. Вăл та уявра хисепе тивĕçрĕ.«Çулталăкри вĕрентекен» конкурсра чи малти вырăна Курнавăш шкулĕнчи ют чĕлхесен учителĕ Елена Светопольская тухрĕ. Лауреатсен йышĕнче — Алина Кондратьева /Елчĕк/, Виталий Марков /Кивĕ Эйпеç/, Леонила Пупина /Çĕнĕ Пăва/, Светлана Яковлева /Шăмалак/.

Районти чи пултаруллă педагогсен ячĕпе янăранă Елчĕкри искусство шкулĕн воспитанникĕсен, преподавателĕсен, ача садне çÿрекенсен юрри-ташши уява хаваслăх кĕртрĕ. Çĕнтерÿçĕсен пултарулăх тупăшăвĕ вĕçленмен-ха, малалла вĕсем район чысне республика шайĕнче хÿтĕлемелле, хăйсем чи лайăххи пулнине тепĕр хут çирĕплетсе педагогика пĕлĕвĕпе ĕç опытне çÿллĕ шайра кăтартса памалла.

В.КИРИЛЛОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: О.Мудрецова, Е.Светопольская, Г.Григорьева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code