Воскресенье, 26 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕр пин тĕрĕ ытамĕнче

Çĕр пин тĕрĕ ытамĕнче

«Паха тĕрĕ» фабрикăн 95 çулхи юбилейне халалланă «Чăваш тĕрри. Йăла-йĕркене упраса» куçса çÿрекен курава уçса район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, «Паха тĕрĕ» ООО фирмăн директорăн çумĕ М.Павлова, Чăваш патшалăх культура тата искусство институчĕн доценчĕ З.Воронова /ентешсем иккĕшĕ те ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем/ хутшăннă, чăваш тĕррине упраса хăварас тата малалла аталантарас енĕпе тăвакан ĕçсем çинчен чарăнса тăнă.

Чăваш тĕрриллĕ тумсем тăхăннă «Алмантай», «Мехел», «Варкăш», «Тарават», «Палан» пултарулăх ушкăнĕн хĕрĕсемпе каччисем уявра илемлĕ юрăсем шăрантарнă.

Куравпа районти централизациленĕ клуб тытăмĕн фойинче паллашма пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code