Четверг, 30 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Мотоблок транспорт хатĕрĕ шутланмасть

Мотоблок транспорт хатĕрĕ шутланмасть

Мотоблоксем хутшăннипе республикăри çул-йĕрсем çинче çулсеренех аварисем пулаççĕ. 2017 çулта çакăн евĕр 12 ДТП регистрациленĕ, вĕсенче 2 çын вилнĕ, 12-шĕ аманнă.

Асăннă тĕслĕхсем халăха сыхлăхлă та тимлĕ пулма хистеççĕ. Инкексем ан пулччăр тесен чи малтанах çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнмалла. Мотоблок транспорт хатĕрĕ мар, çавăнпа та унпа автотранспорт çÿрекен пĕрлехи çул çине тухма юрамасть /енчен те тепĕр вырăна илсе çитермелле пулсан ăна урăх транспорт хатĕрĕпе турттармалла/. Мотоблок прицепĕ çине пассажирсене лартма юраманнине те асрах тытар.

Правилăсене пăссан мотоблок хуçине административлă майпа явап тыттараççĕ, штраф виçи 800 тенкĕрен пуçласа 1500 тенкĕ таран. Мотоблок хутшăннипе аварисем ытларах ака-чÿк уйăхĕсенче пулса иртнине палăртмалла.

А.АЛЕКСЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code