Среда, 7 декабря, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паттăррăн хÿтĕленĕ

Паттăррăн хÿтĕленĕ

Çĕнĕ Пăва ялĕнче пурăнакансем Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Тăван çĕршыва хастаррăн хÿтĕленĕ. Ялтан Хĕрлĕ Çар ретне 215 çын тăнă.

Вĕсенчен пĕри — Иван Петрович Горшков. Шел пулин те, иртнĕ ĕмĕртех пирĕнтен уйрăлса кайнă вăл. Хăйĕн 72 çула тăсăлнă пурнăçĕнче Иван Петрович пурнăç тути-масине аван астивнĕ, йывăрлăхсене тÿсĕмлĕн çĕнтерсе пынă.

Иван 1915 çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче вăтам хресчен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Хăйĕн ашшĕне пачах та курман вăл. Амăшĕ — Хĕветле — упăшкине салтака илсе кайнă чухне йывăр çын пулса юлнă.

Пурнăç терчĕ пĕрремĕш хут пĕчĕк Ивана 1921 çулта выçлăх вăхăтĕнче тĕрĕсленĕ. Çĕнĕ тырă типĕ çанталăка пула çунса кайнă хыççăн Хĕветле ултă çулхи ывăлĕн пурнăçне аран çăлса хăварать.

Пĕчĕк Ванькка 1924 çулта пĕрремĕш класа çÿреме пуçлать. Çĕнĕ Пăвари тăватă класлă шкула вĕренсе пĕтерсен Курнавăш шкулĕнче 5-6-мĕш классенче пĕлÿ илет. Унтан Василий Петров тата Анатолий Максимов тусĕсемпе пĕрле ялтан 20 çухрăмра вырнаçнă Патăрьелне вĕренме çÿрет. Сăмах май, унăн тусĕсем кайран иккĕшĕ те Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă.

1936 çулта Иван Петрович кĕçĕн классен вĕрентекенĕ пулса тăрать. 1939 çулччен Тăрмăшри шкулта биологипе рисовани учителĕ пулса ĕçлет. Çак çул ăна салтак ретне илеççĕ. Шăпа Перемышль хулине илсе çитерет.

Вăрçă пуçлансан вăл тăракан стрелоксен 99-мĕш дивизийĕ тăшмана хирĕç питĕ хаяррăн çапăçать. Перемышль хулине пĕр эрне хÿтĕлеççĕ вĕсем. Утă-çурла уйăхĕсенче Горшков рядовой Киев хулине хÿтĕлеме хутшăнать, йывăр аманнине пула тыткăна лекет.

Тамăкран хăрушă пурнăç кĕтет ăна кунта. Кунсерен çĕршер салтак вилет. Иван тифпа чирлесе ÿкет, çапах та ăна тыткăнри тухтăр ?тутар çынни/ сывалма пулăшать.

Фашистсен лагерьне вырăссем аркатсан вăл ытти салтаксемпе пĕрле ирĕке тухать, тăшмана хăваласа Румыни, Венгри, Австри, Чехословаки, Польша, Германи çĕрĕсем çине çитет.

1945 çулта тăван киле таврăнать фронтовик, Кĕçĕн Таяпа шкулĕнче ĕçлеме пуçлать.1949-1982 çулсенче Çĕнĕ Пăва шкулĕнче тăрăшать.

1949 çулта А.Титова тата И.Горшков ертсе пынипе шкул ачисем сад ĕрчетеççĕ. Шкулта 33 çул ĕçлесе вĕрентекен сахал мар Хисеп хутне, ырă ята тивĕçет. Аслă Çĕнтерĕве халалласа Киев хулинче йĕркеленĕ парада икĕ хутчен хутшăнма тивĕç пулнă.

Вăл ал ĕç ăсти пулнипе те палăрнă, йывăçран каскаласа чĕр чунсем ăсталанă.

Тăван шкулшăн нумай тăрăшнă. Халăх хушшинче хисепре пулнă.

И.ВОЛКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code