Среда, 7 декабря, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Днем государственных символов

Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Днем государственных символов

Хаклă ентешсем!

Сире Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунĕпе саламлатăп!

Патшалăх символĕсем Чăваш Ен халăхĕн нумай ĕмĕре тăсăлакан историйĕпе мăнаçланакансене, республикăна чăнласах та юратакансене, унăн историне хисеплекенсене, тăван кĕтесĕн шăпишсĕн хăйĕн яваплăхне туякансене пурне те пĕрлештерсе тăраççĕ.

Наци символики чăваш культурине тата йăли-йĕркине хисеплеме хăнăхтарать, граждансене ĕçре, ăслăлăхра, культурăра, спортра тата пурнăçăн ытти сферинче çитĕнÿсем тума хавхалантарать.

Паян нацисен килĕшĕвĕ тата общество пĕрлĕхĕ, ăс-тăнпа кăмăл-сипетĕн ĕмĕртен пыракан йăлисемпе çирĕпленнĕскерсем, регионăн шанчăклă тата тăнăçлă аталанăвĕн, пирĕн граждансен пахалăхлă пурнăçĕн пĕлтерĕшлĕ условийĕсем пулса тăраççĕ.

Сире пĕтĕм чун-чĕререн килĕшÿлĕх, ырă, телей, Чăваш Ен ырлăхĕшĕн çĕнĕ ăнăçусем тата вăй-хăват сунатăп!

Тăван çĕре юратни тата республикăпа мăнаçланни пире паян та, малашне те пĕрлештерсе тăтăр!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                            Михаил Игнатьев

 

 

Уважаемые соотечественники!

Поздравляю вас с Днем государственных символов Чувашской Республики!

Государственные символы объединяют всех, кто гордится многовековой историей народа Чувашии, кто искренне любит республику, чтит ее историю, чувствует свою ответственность за судьбу малой родины.

Национальная символика формирует уважение к чувашской культуре и традициям, вдохновляет граждан на достижения в труде, науке, культуре, спорте и других сферах жизни.

Сегодня национальное согласие и единство общества, подкрепленные вековыми духовно-нравственными традициями, являются важным условием уверенного и динамичного развития региона, благополучной жизни наших граждан.

От всей души желаю вам мира, добра, счастья, созидательной энергии и новых успехов на благо Чувашии!

Пусть любовь к родной земле и гордость за республику сплачивают нас и сегодня, и впредь!

 

Глава Чувашской Республики                            Михаил Игнатьев 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code