Вторник, 3 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Сергей Агафонкин: «Кăçалхи тĕп задача — онкологи кластерне йĕркелесси»

Сергей Агафонкин: «Кăçалхи тĕп задача — онкологи кластерне йĕркелесси»

2018 çула Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министерстви онкологи чирĕсемпе кĕрешмелли çулталăк тесе пĕлтернĕ. Ку тĕлĕшпе республикăра мĕн тума палăртаççĕ-ха; Çакăн çинчен асăннă министерствăн штатра тăман тĕп онкологĕпе, Республикăри онкологи клиника больницин хирурги уйрăмĕн пуçлăхĕпе, медицина ăслăлăхĕсен кандидачĕпе Сергей Агафонкинпа калаçрăмăр.

— Сергей Александрович, республикăра рак ыйтăвĕ тĕлĕшпе тимлĕхе вăйлатасси мĕнпе çыхăннă?

— 2018 çулта онкологи чирĕсемпе кĕрешесси мĕн пур Раççейшĕн тĕп ыйту пулса тăрĕ. Кун пирки çулталăк пуçламăшĕнчех Раççей Сывлăх сыхлав министрĕ Вероника Скворцова каланăччĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин та Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче онкологи ыйтăвне çивĕч хускатрĕ. Çак енĕпе ĕçе вăйлатма укçа-тенкĕ ытларах уйăрасса шантарчĕ вăл. Ракпа аптăракансене эмелсемпе тивĕçтересси те, медицина пулăшăвне çÿллĕ шайри технологи çинче никĕсленнĕ оборудованипе пуянлатасси те лайăхрах шая çĕкленĕ. Президент онкоцентрсене çĕнетес пирки те каланăччĕ. Усал шыçăсен тĕлĕшпе диагностика ĕçне иртерех ирттерни, сиплев витĕмне ÿстерни пĕтĕмĕшле ÿкерчĕке лайăхлатмаллах.

— Пирĕн республикăра усал шыçăпа çыхăннă лару-тăру еплерех; Вилекен йышлă-и?

— Чăн та, юлашки çулсенче кунашкал амакпа хĕн куракан нумайланни палăрать. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕн прогнозĕ тăрăх 2030 çул тĕлне онкологи чирĕ 21,7 миллион çынна «çыпăçĕ» /2012 çулта ку кăтарту 14,1 миллион çынпа танлашнă/. Хальхи вăхăтра тĕнчере çулсерен çак чирпе аптăракансен шучĕ 1,6-2 процент ÿсет. Чăваш Енре ку кăтарту 1,6 процентпа танлашать. 2017 çулта усал шыçăпа аптăракансен йышĕ 7,9 процент пысăкланнă. Статистика кăтартăвĕсем тăрук ÿсни, чăн та, онкологи чирне тупса палăртас ĕçе самай вăйлатнипе çыхăннă. 2013-2017 çулсенче рак чир-чĕрне, çав шутра — пĕрремĕш-иккĕмĕш тапхăртисене — тупса палăртасси 4 процент ÿснĕ. Тин пулса кайнă усал витĕмлĕ шыçăсене /ЗНО/ асăрхасси вара юлашки çулсенче икĕ хут ÿснĕ.

Пĕлтĕр вилнисен йышĕнче онкологи чирне пула пурнăçран уйрăлнисем — 12,1 процент /1822 çын/.


Елчĕк районĕнчи лару-тăру

Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта усал шыçăпа чирлĕ 503 çын учетра тăрать, вĕсенчен 258-шĕ 5 е ытларах çул тăраççĕ.

Иртнĕ çул районти 82 çыннăнне пĕрремĕш хут усал шыçă пуррине тупса палăртнă.

Пĕлтĕр усал шыççа пула 21 çын вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.


— Федерацин Атăлçи тăрăхĕпе илсен е Раççей шайĕпе пăхсан Чăваш Ен миçемĕш вырăнта?

— Раççей регионĕсен рейтингĕнче пирĕн республика — 12-мĕш вырăнта. Начар кăтарту мар ку. Юлашки çулсенче усал шыççа пула вилекенсен шучĕ 10 процент чакнă. 100 пин çын пуçне 147,4 çын. Федерацин Атăлçи округĕнче ку — чи пĕчĕк кăтартусенчен пĕри. Вăл Раççейри вăтам кăтартуран та пĕчĕкрех. 2017 çулта эпир вилекенсен йышне 18 çын чухлĕ те пулин чакарма палăртнăччĕ. Тĕрĕссипе, 179 çын пурнăçне упраса хăварма пултартăмăр.

Районсемпе илсен чи нумай вилекен — Улатăр, Сĕнтĕрвăрри, Элĕк районĕсенче. Çакă унта пурăнакансен ÿсĕм уйрăмлăхĕсемпе тата çав тăрăхри усал шыçăсен эпидемиологи ÿкерчĕкĕпе çыхăннă.

Сăмах май каласан, Чăваш Енре ракпа чирлекенсен пурăнаслăхĕ япăх шайрах мар. Онкодиспансерта шута илнисен йышĕнче пилĕк çултан кая мар пурăнакансем, Раççейри вăтам кăтартупа танлаштарсан, чылай ытларах. Çакăн сăлтавĕ — сиплев терапийĕнче хальхи вăхăтри схемăсемпе анлăн усă курма тытăнни.

— Кăçал, Онкологи чирĕсемпе кĕрешмелли çулталăкра, асăннă амакпа шар куракансен йышне чакарас енĕпе çĕнĕ мĕнле утăм тума шухăшлатăр?

— 2018 çулта Чăваш Енре онкологи кластерне йĕркелени хăех — курăмлă улшăну. Республикăри онкологи клиника диспансерĕ çумне Чăваш Енри медицина организацийĕсенчи онкологи пÿлĕмĕсене те çирĕплетрĕç. Çакă специализациленĕ пулăшăвăн пахалăхне çĕклеме, пациентсене тĕплĕн тĕрĕслес вăхăта кĕскетме май парĕ. Çавăн пекех реабилитаци, паллиативлă пулăшу тытăмне аталантарассипе те малалла ĕçлĕпĕр.

— Чăваш Енре Ядерлă медицина центрне хута ямашкăн палăртнă. Вăл хăçан уçăлĕ-ши; Усал шыçăпа кĕрешме мĕнлерех çĕнĕ çул-йĕр йĕркеленĕ?

— Раççейри протон, ион терапийĕ çинче никĕсленекен çÿллĕ шайри больницăсенчен пĕри пулĕ вăл. Ядерлă центра 2018 çул вĕçĕнче уçма палăртаççĕ. Хальхи технологисемпе ĕçлĕ вăл, унта усал шыçă тĕвĕленме пуçланине асăрхама май паракан ятарлă томограф вырнаçтарĕç. Центр республикăра рак чирĕсемпе аптăракансене пулăшу кÿмелли ĕç-пуçа туллин йĕркелеме май парĕ.

— Чир-чĕре сиплени мар, унран сыхланни пĕлтерĕшлĕреххине пурте пĕлетпĕр.

— Паллах, анлă сарăлнă чир-чĕрпе çине тăрса кĕрешес тесен профилактика ыйтăвне айккине сирме ниепле те пултараймастпăр. Пирĕн диспансерта та, ытти больницăра та кварталсерен Уçă алăксен кунĕ иртет. Пĕлтĕр çакнашкал кунсенче онколог патне консультацине 1263 çын килнĕ. Вĕсенчен 144-шне тĕплĕнрех тĕрĕсленĕ май усал шыçă тĕвĕленнĕ 29 тĕслĕх тупса палăртнă.
Хĕрарăмсен сывлăхне уйрăмах çирĕп тĕрĕслетпĕр. Кăкăр ракĕпе аптăракансене чирĕн малтанхи тапхăрĕнчех тупса палăртас тĕллевпе республикăра маммологи патрулĕ ĕçлет. Пĕлтĕр куçса çÿрекен çакнашкал служба 217 хутчен вырăна тухнă, тĕрĕслевсенчен ытларахăшĕ районсенче иртнĕ.

Н.ВОЛОДИНА, Е.КИРИЛЛОВА хатĕрленĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: С.Агафонкин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code