Среда, 7 декабря, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чи хăрушă та кăткăс професси

Чи хăрушă та кăткăс професси

Пушарнăйсен профессийĕ — чи кăткăссисенчен пĕри. Ăна нимрен те шикленмен хăюллă та паттăр çынсем анчах суйласа илеççĕ. Синкерлĕ лару-тăрура вĕсен васкавлă та пĕлтерĕшлĕ йышăнусем тума тивет, инкеке лекнисене пулăшнă май хăйсене хĕрхенмесĕр пурнăçне тата сывлăхне пысăк хăрушлăха кĕртсе ÿкереççĕ.

Хальхи вăхăтра районта пушар асăрхавĕн Александр Сайкин ертсе пыракан уйрăмĕ ?2 çын/ тата Василий Григорьев ертсе пыракан 44-мĕш номерлĕ пушар хурал чаçĕ ?20 çын/ сыхлăхра.

Пушар _ калама çук йывăр инкек. Ĕмĕрĕпе пухнă пурлăха самантрах кĕле çавăрнисĕр пуçне вăл çынсен пурнăçне те хĕрхенменни тата та хăрушă. Вырăнти пушар хурал чаçĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал хальхи вăхăт тĕлне районта 4 пушар /иртнĕ çул 8/ пулнине регистрациленĕ. Пушартан пулнă тăкак 540 пин тенкĕпе танлашнă. 2017 çулта пушарсен вăхăтĕнче 2 çын пурнăçран уйрăлнă пулсан, кăçал вĕсен шучĕ 3-пе танлашнă. Халăх вут-çулăмпа асăрханусăр пулни /2 тĕслĕх/, электрооборудованисен юсавсăрлăхĕ /1/, кăмакасемпе тĕтĕм çулĕсене вырнаçтарас йĕркесене пăхăнманни /1/ пушарсен тĕп сăлтавĕ пулса тăнă. Инкекрен сыхланса пирĕн кашнийĕн пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнасчĕ. Пушар вăхăтĕнче «01», «112», «101» номерлĕ телефонсемпе шăнкăравламаллине асрах тытар.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code