Воскресенье, 26 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уй-хир ĕçĕсемпе паллашнă

Уй-хир ĕçĕсемпе паллашнă

Ĕнер — майăн 4-мĕшĕнче каçхи кÿлĕм Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пирĕн района ĕçлĕ визитпа килсе çитнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа пĕрле вăл «Победа» ООО тата «Комбайн» ЯХПК уй-хирĕсенче пулса курнă.

Ял çынни çурхи пĕр кун çулталăк тăрантарнине лайăх ăнланать. Кăçалхи çанталăк условийĕсене кура çуркуннехи уй-хир ĕçĕсем каярах юлса пуçланнине шута илсен, пушшех, акана чи кĕске вăхăтра ирттерме кирли пуриншĕн те паллă. Республика Пуçлăхĕ те çакна уйрăммăн палăртса каланă.

«Победа» ОООри уй-хир ĕçченĕсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акма кĕçнерникун — майăн 3-мĕшĕнче тухнă. Ака агрегачĕсене Александр Кошельковпа Александр Сорокина шанса панă. Михаил Игнатьев килнĕ вăхăтра вĕсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 100 гектар ытла лаптăкра акса хăварма ĕлкĕрнĕ.

«Комбайн» ЯХПК уй-хирĕсенче те ĕç шавĕ кĕрлет. Уй-хир ĕçченĕсемпе сывпуллашнă май Михаил Васильевич пурне те ака ĕçĕсене кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçлама ăнăçу суннă.

С.АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code