Воскресенье, 27 ноября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕмĕр тÿрленми суран

Ĕмĕр тÿрленми суран

1418 талăк кĕрленĕ хăрушă та ылханлă вăрçă. Тĕнче историйĕнче 4 çул пĕчĕк самант кăна, анчах та этемлĕх кун-çулĕнче вăл нихăçан манăçми тапхăр тата ĕмĕр тÿрленми суран.

— Тĕлĕнмелле те, манăн атте çуралнă кунне çулталăкра икĕ хут паллă тăватчĕ: хăй çут тĕнчене килнĕ августăн 19-мĕшĕнче тата вăрçăра аманнă хыççăн сывалнă кун /унăн числине те, уйăхне те астумастăп/, — аса илет Кушкăра пурăнакан Илья Трофимов.

Унăн ашшĕ Матвей Кириллович Трофимов 1915 çулта çуралнă. Амăшĕ Матвей 4 çул тултарсанах йывăр чире пула пурнăçран уйрăлнă. Çапла вара 5 ача çурма тăлăха тăрса юлнă. Пурнăç тĕрлĕ майлă тĕрĕсленĕ вĕсене, икĕ амаçури амăшĕпе çитĕнме тивнĕ ачасен.

Салтак ретне тăма ят тухсан çара каять Матвей, Финлянди вăрçине лекет. Хĕллехи вăхăтра та çÿхе тумпа çÿренĕрен, юра чавса тунă окопсенче выртса тăнăран чире кайса харăсах чылай салтак вилнине аса илсе каласа панă вăл каярах. Çапах та Турă йĕкĕте яла ырă-сывă таврăнма пÿрнĕ. 1940 çулта М.Трофимов Аслă Пăла Тимеш хĕрĕпе Евдокия Васильевна Осиповăпа пĕрлешсе çемье çавăрать. Евдокийăн ашшĕ пĕрремĕш тĕнче вăрçинче пуçне хунă, тăлăха юлнă амăшне Дарийăна ирĕксĕрлесе тенĕ пек Кушкăри 4 ачаллă арçынна качча панă пулнă.

Çемье пысăкран Матвей çемйи кĕлетрен тунă пÿртре пурăнма пуçланă. Вăрçă пуçлансан Матвей Кирилловича фронта илсе кайнă, мăшăрĕ йывăр çын пулса юлнă. Пĕрремĕш Беларусь фронтĕнче артиллерист пулса çапăçать вăл тăшмана хирĕç, çапăçусенчи паттарлăхшăн «Хăюлăхшăн» медале тивĕçет.

— Атте яла 1945 çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕнче килчĕ. Аллинчен аманнă хăй. «Тутар килчĕ», — тесе вăрçтараççĕ мана аслисем. «Çук, тутар мар вăл, атте!» — тесе ăна хирĕç чупса пырса хыттăн ыталаса илни халĕ те асрах, — кăмăллăн каласа парать ашшĕ вăрçăран таврăнни пирки И.Трофимов. Ашшĕ, темле йывăр пулсан та, вĕренмеллине аса илтерсех тăнине, вăл пасара кайсан илсе килекен кĕнекесем пысăкран та пысăк парне пулнине палăртать. Мирлĕ вăхăтра Матвей Кириллович тăван колхозра конюхра ĕçленĕ. Каярах хуçалăхсем пĕрлешсен Аслă Пăла Тимеш ферминче кочегарта тăрăшнă. Мăшăрĕпе 5 ача /Илья, Нина, Николай, Таисия, Анатолий/ çуратса пурнăç çулĕ çине тăратнă.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code