Понедельник, 7 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Юн пусăмне пĕлетĕн-и?

Юн пусăмне пĕлетĕн-и?

Паян — пысăк юн пусăмне хирĕç кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери кун.

Гипертони — чĕре, юн тымарĕсен чирĕ. Вăл юн пусăмĕ ỹснипе пулать. Юн пусăмĕ ỹсни юн тымарĕсем пĕрĕннинчен тата вĕсен стенкисем хулăнланса, шăтăкĕсем хупланса пынинчен пуçланать. Çавна пула чĕре юна пĕрĕннĕ тымарĕсем урлă кăларас тесе вăйлăрах ĕçлеме тăрăшать. Гипертони — вăраха кайнă чир. Вăл юн пусăмĕ чылай вăхăт пысăк тытăнса тăнипе палăрать. Юн пусăмне мĕнле тĕрĕс виçмелле-ха? Ăна кашни çын ятарлă аппаратпа (тонометрпа) килте виçме пултарать. Килтех виçсе тăни çынсене тĕрĕс сипленме пулăшать. Юн пусăмне виçнĕ чухне ятарлă правилăсене пăхăнмалла.

Килти лару-тăру лăпкă, шăпăрт пулмалла, виçекен те хăйне лăпкă туймалла. Виçтерекенĕн хыçлă пукан çине лармалла, аллине сĕтел çине хумалла. Сĕтел çỹллĕшне те пăхмалла: виçекен хул çинчи манжета чĕрепе пĕр шайра тытмалла.

Юн пусăмне апатланнă хыççăн 1-2 сехет иртсессĕн виçмелле. Пĕр сехет маларах табак туртма, кофе, çăра чей ĕçме юрамасть. Ỹт-пỹ çинче тăвăр, пăвакан япала пулмалла мар. Виçекен алă çара пулмалла. Тайăнса, лăпкă, урасене хĕреслетмесĕр лармалла. Виçнĕ вăхăтра калаçма юрамасть. Манжет сарлакăшне те пăхмалла: тăвăрри юн пусăмне пысăкрах кăтартать. Юн пусăмне икĕ алă çинче те виçмелле. Хăш алă çинче пысăкрах — ăна тăтăшах виçсе тăмалла.

Чир хăйне нумай вăхăт хушши нимĕнпе те палăртмасса пултарать. Хăшĕсем хăйсем чирлине те пĕлмеççĕ те, малтанхи пекех хастар ĕçлеççĕ. Вăхăт-вăхăт хăйне йывăр пулса кайсан та ывăнни çине йăвантарма пăхаççĕ.

Чир мĕнле палăрать-ха? Чи малтанах пуç ыратать. Чир шаларах кайсассăн вăл тĕп паллă пулса тăрать. Пуç кунĕпех ыратма пултарать. Анчах вăл ытларах çĕрле, ирхи кỹлĕм, вăраннă хыççăн тата вăйлăрах аптратать. Пуç йывăрланнă пек, çурăлса тухасла ыратма пултарать, ытларах ĕнсе тĕпĕнчен туртать. Çав вăхăтра пит-куç та шыçăнма пултарать. Пуç ыратни ỹсĕрсен, пĕшкĕнсен, нумай шухăшласан ытларах палăрать. Хусканусем, массаж тусан, лăплансан, каннă хыççăн ыратни чакать. Унсăр пуçне пуç çаврăнса кăмăл пăтранни пулма пултарать. Пуç нумай вăхăт ыратсассăн çын тулашма, чăркăшма тытăнать.

Юн пусăмĕ ỹснĕ чухне чĕре те ыратма пултарать. Ун пек чухне нитроглицерин ĕçни пулăшать.

Çыннăн сывлăш пỹлĕнет — малтан йывăр ĕçлесен, хăвăрт утсассăн, тăвалла хăпарсан чăрмавлать, каярах тĕк ларнă чухне те асаплантарма пуçлать. Çакă чĕре мышцисем сиенленнине, вăл çителĕклĕ ĕçлейменнине пĕлтерет.

Ура тунисем туртăнса шыçăнса кайни те чĕре начар ĕçленине пĕлтерет. Малтанах çакă организмра натри тата шыв тытăнса тăнипе, пỹресем çителĕклĕ ĕçлейменнипе пулать.

Куç начар курма пуçлани те гипертони чирĕпе çыхăнма пултарать. Юн пусăмĕ ỹснĕ май куçа тĕтре карса илнĕ пек е куç умĕнче вĕт шăна вĕçнĕ пек туйăнать. Чир шаларах кайсассăн куç япăх курма, иккĕлле кăтартма, сĕм суккăрланма та пултарать.

Çывăх тăвансем хушшинче чĕрепе, юн пусăмĕ пысăккипе, диабетпа чирлекенсем пулсассăн çак чир пуçланас хăрушлăх тата пысăк.

Гипертони ытларах арçынсене тертлентерет (55 çултан аслăраххисене). Хĕрарăмсене эстроген гормон хỹтĕлет. Климакс хыççăн вĕсем те чирлеме пуçлаççĕ. Мăнтăрлансан, хусканусем сахал тусан, кунĕпе ларса ĕçлесен, спортпа туслă пулмасан, эрех-сăра ĕçсен, тăварлă, çуллă, пысăк калориллĕ апат-çимĕç çисен, табак туртсан, хăрасан, хуйхăрсан, çывăрнă чухне харлаттарсан, юнра холестерин, сахăр пысăк пулсан та чир часах çулăхма пултарать.

Вăхăтра сипленмесен чир тата çивĕчленме пултарать. Ун пек чухне ытларах инфаркт миокарчĕ, шалкăм чирĕ, пỹресем пĕрĕнсе ларни, юн тымарĕсем çурăлса кайни тĕл пулать. Çавăнпа та вăхăтра сипленнинчен ырри нимĕн те çук. Юн пусăмне тăтăшах нормăра тытса тăмалла.

Гипертоние эмелпе те, эмелсĕр те сиплеме пулать. Тăруках эмел ĕçес килмесен пирус туртма пăрахмалла, виçене нормăра тытмалла, эрех-сăрапа иртĕнмелле мар, кунне 30-40 минут çуран утмалла е чупмалла, бассейнра ишмелле, тĕрĕс апатланмалла.

Енчен те юн пусăмĕ вырăна лармарĕ пулсан эмел ĕçме тытăнмалла. Хăвăр тĕллĕн эмел ĕçни усăсăр кăна мар, сиенлĕ те пулма пултарать — малтан тухтăр патне йышăнăва килмелле. Вăл сире кирлĕ эмелсем çырса парĕ. Ăна пĕр кун сиктермесĕр, пĕр вăхăтра ĕçмелле.

Е.МАЙКОВА,
Елчĕкри участок терапевчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code