Пятница, 4 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ял халăхĕ уява хутшăнчĕ

Ял халăхĕ уява хутшăнчĕ

Аслă Çĕнтерÿ кунĕ пирĕншĕн чи хаклă уявсенчен пĕри. Çак кун вăрçă паттăрĕсене, ветерансене тав тăватпăр, вилнисене асăнатпăр.

Майăн 8-мĕшĕнче Тăрăм ялĕнче вăрçăран таврăнайманнисене асăнса лартнă палăк умĕнче митинг иртрĕ. Çĕнтерÿ кунне халалласа йĕркеленĕ «Вилĕмсĕр полк» акцие ватти-вĕтти хастар хутшăнчĕ.

Уява хутшăннисене Тăрăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Трофимов, ветерансен канашĕн председателĕ — ял старости Валерий Кириллов саламларĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Людмила Смирнова вăрçăра совет халăхĕ тÿснĕ çухату пирки кĕскен каласа кăтартрĕ.

Митинга хутшăннисем паттăрсене сума суса палăк умне чечек кăшăлĕсем хучĕç.

Людмила ЕНЕДЕРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code