Суббота, 25 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Шутлă кунсем юлчĕç

Шутлă кунсем юлчĕç

Шкул ачисем юлашки кунсене вĕренеççĕ. Часах юлашки шăнкăрав янăрать те выпускниксен патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене тытма вăхăт та çитет.

ППЭ тĕп тапхăрĕ кăçал майăн 28-мĕшĕнче пуçланать. Çак кун вунпĕрмĕш класс пĕтерекенсем информатикăпа тата географипе экзаменсем тытĕç. Çак предмета суйласа илнисен Канаш хулинчи 1-мĕш номерлĕ шкула каймалла пулĕ. Математикăпа майăн 30-мĕшĕнче — никĕс шайри, июнĕн 1-мĕшĕнче — профиль шайри экзаменсем пулĕç. Каласа хăвармалла, математикăпа никĕс шайне кăçалхи 112 выпускник тытать, профиль шайне — 104. Июнĕн 4-мĕшĕнче хими, истори предмечĕсене суйласа илнисем ППЭ тытаççĕ. Вырăс чĕлхипе пурин те тытмалли экзамен июнĕн 6-мĕшĕнче Елчĕкри вăтам шкулта иртет.

Кăçал та, ытти çулсенчи пекех, вунпĕрмĕшсен юратнă предмечĕ обществознани пулни палăрчĕ. Июнĕн 14-мĕшĕнче унпа 103 выпускник хăйĕн пĕлĕвне кăтартĕ. Июнĕн 18-мĕшĕнче 59 ача биологипе, июнĕн 13-мĕшĕнче тăваттăн ют чĕлхепе сăмахпа каласа, июнĕн 18-мĕшĕнче ют чĕлхепе çырса ППЭ тытаççĕ. Çак предметпа экзамен тытакансен Шупашкарти 10-мĕш, Комсомольскинчи 2-мĕш номерлĕ вăтам шкулсене çитмелле. Литературăпа ?12 выпускник/ физика ?67/ предмечĕсене кăмăллакансем хăйсен пĕлĕвне июнĕн 20-мĕшĕнче тĕрĕслĕç.

Е.НИКИФОРОВА,
район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн директорĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code