Воскресенье, 3 июля, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Елчĕк шкулĕ — çĕнтерÿçĕ

Елчĕк шкулĕ — çĕнтерÿçĕ

Май уйăхĕн 14-16-мĕшĕсенче Кĕçĕн Таяпа вăрманĕнче çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» вăййисен районти финалĕ иртрĕ.

Çамрăк армеецсене кăçал çанталăк та саврĕ тейĕн, кунсем уяр та ăшă тăчĕç. Вĕренекенсене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ -вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый, Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Комсомольскипе Елчĕк районĕсен уйрăмĕн ертÿçи Сергей Данилов саламланă. Тупăшусенче кашнинех ăнăçусем суннă май вĕсем çак виçĕ кунхи тĕрĕслев ачасемшĕн пурнăç урокĕ пулнине, спортпа пиçĕхсе ÿсни пулас салтаксене малашне çар ретне тăрсан та пулăшса пынине палăртнă.

Вĕренекенсем хăйсен пур енлĕ пултарулăхне тĕрлĕ конкурспа ăмăртура кăтартса панă: «Винтовкăран тĕл пересси», «Вăй-хал гимнастики», «Автомата сÿтсе пуçтарасси», «Çăмăл атлетика кросĕ», «Командирсен тупăшăвĕ» тата ытти те. Ăмăртусем çивĕч иртнĕ. Çĕнтерÿçĕсене палăртнă чух вăй-халпа çаврăнăçулăха анчах мар, теорие мĕнле пĕлнине те тĕплĕн тишкернĕ.

Çарпа спорт вăййисенче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам тата тĕп шкулсен хушшинче пĕрремĕш вырăна иккĕшĕнче те Елчĕк шкулĕн командисем тивĕçнĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсенчен -Курнавăшпа Çирĕклĕ Шăхаль, тĕп шкулсенчен Кĕçĕн Таяпапа Кивĕ Эйпеç шкулĕсен командисем иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене тухнă.

Çак виçĕ кун вĕренекенсемшĕн яланлăх асра юлать. Кăвайт çинче хăйсем тĕллĕн апат пĕçерни, палаткăсенче çĕр каçни, ушкăнсене пухăнса пĕр-пĕринпе ăшшăн калаçса ларни кăмăл çирĕплĕхне туптанисĕр пуçне туслăха та çирĕплетнине палăртаççĕ ачасем.

Çĕнтерÿçĕ командăсем район чысне республика шайĕнче хÿтĕлĕç.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: çарпа спорт вăййинчи самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code