Воскресенье, 26 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Лара-тăра пĕлмеççĕ, пурнăçран юлмаççĕ

Лара-тăра пĕлмеççĕ, пурнăçран юлмаççĕ

Чылай чухне сăнаса пăхатăн та, çамрăк чухне комсомолла хĕрÿ чĕрепе ĕçленĕскерсем каярахпа та хăйсем юратса суйласа илнĕ профессипе халăхшăн тăрăшса тĕрлĕ сферăна аталантарнă, тивĕçлĕ канăва тухсан та вĕсемех общество тăнăçлăхĕшĕн тăрăшаççĕ, гражданла тивĕçе туллин пурнăçлаççĕ. Вĕсемпе мăнаçланмасăр май та çук.

Хăш-пĕрисене, шăпах республикăри ветерансен слетне хутшăннă хисеплĕ çыннăмăрсене, аса илмесĕр иртес килмест. Чылай çул агрономра, унтан колхоз председателĕнче ырми-канми вăй хунă, Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Кириллов /Тăрăм/, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ зоотехникĕ, чылай çул район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕнче тĕп зоотехникра тăрăшнă Вера Васильева /Елчĕк/, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ, 33 çул ытла Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕнче тăрăшнă Галина Московская /Елчĕк/, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ, Чăваш Республикин музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ, шкул директорĕнче, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ Серафима Терентьева /Аслă Пăла Тимеш/, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ Зинаида Ермолаева /Тÿскел/, ĕмĕрне райпо тытăмĕнче ĕçлесе хисепе тивĕçнĕ Елена Савинова /Елчĕк/, подстанцин хисеплĕ ветеранĕ Петр Козлов /Елчĕк/, чылай çул районти социаллă страховани фондĕнче тăрăшнă Людмила Горшкова /Аслă Елчĕк/, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Людмила Зайцева /Елчĕк/ тата ыттисем паянхи çамрăк ăрушăн пысăк тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕ республикăри 400 ытла пуçламăш организацирен чи лайăххисен шутĕнче тăнине тахçанах илтнĕ-ха. Вĕсен ĕçне хаçатра та çутатсах тăратпăр. Кăçалхи апрель уйăхĕнче вăрçăпа ĕç, Хĕç-пăшаллă Вăйсен, право сыхлавĕн органĕсен ветеранĕсен республикăри общество организацийĕ 30 çул тултарчĕ. Çавна май общество республикăри ветерансен пуçламăш организацийĕсем хушшинче конкурс ирттерчĕ. Унта районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕ /ун чухнехи председателĕ Серафима Терентьева/ та хутшăнчĕ. Палăртма кăмăллă: конкурсра Елчĕксем иккĕмĕш вырăна тухнă, Шупашкар районĕнчи «Вега» санаторине кайма путевка çĕнсе илнĕ.

Атăл хĕрринче вырнаçнă ватăсемпе инвалидсен кану çуртне Елчĕксемпе пĕрле Çĕмĕрле, Етĕрне хулисенчи ĕç ветеранĕсем те пуçтарăннă. Ветерансен слетне республикăри ветерансен канашĕн председателĕ Генрих Васильев уçрĕ. Вăл Чăваш Енри организаци ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕн чарăнса тăчĕ, Елчĕксен пархатарлă ĕçне пĕрре мар ырларĕ.

Унтан виçĕ районти ватăсем ?ун пек калама сăмахăм епле çитрĕ-ши, вĕсем тепĕр çамрăкран ĕçпе те, ăспа та, шухăшпа та темиçе хут ирттереççĕ/ умĕнче ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕн çумĕ Виктор Ковалев, министерствăн пай начальникĕ Елена Зайцева ветерансене паракан çăмăллăхсемпе паллаштарчĕç, пенсионерсен ыйтăвĕсене хуравларĕç.

Слетра Г.Васильев 17 çул районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашне ертсе пынă Серафима Терентьевăна, «ЭлектроНикс» салон ертÿçине Галина Никифоровăна /вăл канашçăсен ĕç-хĕлне сăн ÿкерчĕксемпе çутатать/ Хисеп грамотисем парса чыс турĕ. Кунтах Елчĕкри ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн çĕнĕ ертÿçипе Людмила Зайцевăпа паллаштарчĕç, çăмăл мар тилхепене çирĕппĕн тытса пыма ăнăçу сунчĕç. Серафима Александровнăна республикăри канашăн культура комиссине ертсе пыма суйлани çинчен удостоверени пачĕç. Районсенчен килнĕ пенсионерсем хăйсен ертÿçине Г.Васильева çуралнă кунĕ ячĕпе саламлани те хăйне евĕрлĕ уяв пулчĕ. Елчĕкри ветерансен «Туслăх» ушкăнĕн савăнăçлă юрри-ташши инçете саланчĕ. Виçĕ район ĕç ветеранĕсен çавра сĕтел хушшинчи туслă калаçăвĕ, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни кулленхи пурнăçра ырă йĕр хăваратех.

Пĕр кунлăх кану хыççăн ветерансем тулли кăмăлпа килĕсене таврăнчĕç, çула май Çĕрпÿри Тихвин мăнастирне кĕрсе вилнисене асăнса çуртасем çутрĕç, сыввисемшĕн пил ыйтрĕç.

В.СМИРНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code