Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Манăн çемье – манăн тĕрев»

«Манăн çемье – манăн тĕрев»

ятлă уяв иртрĕ районти ЗАГС пайĕнче. Ăна Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне халалланă.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, çемье уявĕсене ЗАГС пайĕнче тăтăшах анлă, хумхануллă ăшă туйăмпа паллă тăваççĕ. Хальхинче те районти тĕрлĕ ялсенче пурăнакан кăçал иккĕмĕш е виççĕмĕш ачисене алла илнĕ хисеплĕ çамрăк мăшăрсене чĕннĕ. Залра хаваслă пит-куçлă ашшĕ-амăшĕпе юнашар вĕсен тĕпренчĕкĕсем: аслисемпе пĕрлех тин çут тĕнче илемне туйма пуçланă шăпăрлансем. Пĕчĕкскерсем янăравлă сассисене парса хăйсем пуррине аса илтерсех тăраççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин калашле, ахальтен мар ĕлĕкех ачасене сăпка юрри юрласа çывăрттарса янă, вĕсем кĕвĕ-çемĕ илемне туяççĕ, залра çепĕç юрă ярăмĕ шăрансанах йĕме чарăнаççĕ те канлĕ ыйха путаççĕ. Авалтанах кил-çурт ача-пăча сассипе пуян пулнă, халĕ те çак ырă йăла-йĕрке пурнăç илемĕ пулса тăрать.

Кашни çыншăн çемье тĕп вырăн йышăнать.Туслă, килĕштерсе пурăнакан çемьере кăна ĕç те ăнса пырать, ачасем те пултаруллă та ĕçчен, çынна хисеплесе те юратса çитĕнеççĕ.

Уява пухăннă нумай ачаллă мăшăрсене, вĕсен ĕçтешĕсемпе тăванĕсене чи малтанах ЗАГС пайĕн начальникĕ Надежда Баймушкина саламларĕ. Унтан Канаш епархийĕн 4-мĕш округĕн Елчĕк районĕнчи благочиннăйĕ Александр Сенькин протоиерей çемье тăнăçлăхне, ăшшине упрамалли ырă сĕнÿ-канашсем парса пиллерĕ.

Вырăссен паллă писателĕ Максим Горький ачасене «пурнăç чечекĕсемпе» танлаштарни чăннипех те питĕ вырăнлă. Чăн та, ачалăх пурнăç пуçламăшĕ. Вăл çурхи савăк ир евĕр илĕртÿллĕ. Телейлĕ çамрăк мăшăрсен ача çурални çемьене мĕн тери пысăк савăнăç парнеленине сăмахпа каласа пĕтермелле те мар. Кăçал ЗАГС пайĕ районта 37 ача çуралнине регистрациленĕ. Шел, питĕ пĕчĕк кăтарту çакă. Çапах та ача çуратма ÿркенмен маттур çамрăк мăшăрсем пурри савăнăç кÿрет. Акă, кăçал çуралнă пепкесенчен 11-шĕ çемьери виççĕмĕш, тăваттăшĕ — тăваттăмĕш, пĕр ача улттăмĕш шутланать. Апла пулсан район демографине аталантаракансем те çук мар!

Патшалăх нумай ачаллă çемьесене пысăк тимлĕх уйăрнине пурте пĕлетпĕр. 2006 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнчи «Нумай ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕ парасси çинчен» федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн иккĕмĕш, виççĕмĕш е ытларах ачаллă çемьесем амăшĕн капиталне тивĕçеççĕ. Хальхинче çак сертификатсене Аслă Елчĕкри Иванпа Ольга Черновсем, Елчĕкри Сергейпе Наталия Никоновсем, Кавалти Сергейпе Татьяна Пыркинсем, Курнавăшри Владимирпа Надежда Мамуткинсем тивĕçрĕç. Сертификат хуçисене район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи пайĕн ертÿçи Зинаида Яковлева ăшшăн саламларĕç, çамрăк ашшĕ-амăшĕн телейĕшĕн савăннине, ачисене тĕрĕс воспитани парса хăйсемшĕн кăна мар, çĕршывшăн усăллă çын пулса ÿстерме çирĕп сывлăх сунчĕç.

Уява çавăн пекех виçшер ача çитĕнтерекен Елчĕкри Дениспа Алина Молоствовсем, Аслă Елчĕкри Владимирпа Надежда Горшковсем хутшăнчĕç. Кăçал виççĕмĕш тĕпренчĕкне _ Ксенийăна алла илнĕ Надежда Владимировна ?вăл районти социаллă хÿтлĕх пайĕнче ачасене пособи паракан пайра ĕçлет/ çамрăк ашшĕ-амăшĕ ятĕнчен патшалăх, республика ертÿçисене нумай ачаллă çемьесене тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿнĕшĕн тав сăмахĕ каларĕ.

Районти клуб тытăмĕнче ĕçлекенсем çемьесене илемлĕ те çепĕç юрăсем парнелерĕç. Уяв телейлĕ мăшăрсен асĕнче чылайлăха юласси иккĕлентермест. Кашнийĕн пит-куçĕнче хĕвел шевли çиçрĕ, чун-чĕри юратупа тулни сисĕнчĕ, ачисем ашшĕ-амăшĕ çумĕнче хăйсене хÿтлĕхлĕ те телейлĕ туйрĕç…

В.АЛЕКСЕЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: уяв хыççăн.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code