Вторник, 4 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пушартан сыхланар

Пушартан сыхланар

Çуллахи каникул кунĕсенче ачасене пушартан тата ытти инкекрен асăрхаттарар.

Çак тĕллевпех районти пушар хурал ĕçченĕсем çулсерен шкулсенче пушар хăрушсăрлăхĕн уйăхлăхне йĕркелеççĕ. Асăннă тапхăрта пушар хурал ĕçченĕсем вĕренÿ учрежденийĕсенче пулса пушартан асăрханма тата инкек вăхăтĕнче сыхланма пулăшакан вĕрентÿсем йĕркелеççĕ, тĕрлĕ темăпа уçă уроксем ирттереççĕ.

Ашшĕ-амăшĕн те ку енĕпе тимлĕ пулмалла. Унта-кунта тухнă чух ачасене çуртра питĕрсе е аслисемсĕр хăварасран асăрханмалла. Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, пушар вăхăтĕнче ачасен пысăк пайĕ шкапа е кравать айне пытанать. Çакă вĕсен сывлăхĕшĕн хăрушă пулнине, инкек вăхăтĕнче тĕтĕмпе сĕрĕмленме е çунса кайма пултарасса асăрхаттармалла, çунакан çуртран май килнĕ таран хăвăртрах тухмаллине ăнлантармалла. Инкек пирки тÿрех аслисене пĕлтермеллине тата «01», карас телефонĕ урлă «101», «112» номерсемпе шăнкăравламаллине пурин те, çав шутран ачасен те, пĕлмелле.

А.САЙКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code