Воскресенье, 26 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хулаша тĕпчеме хутшăнар-и?

Хулаша тĕпчеме хутшăнар-и?

Таяпа хулашĕ – федераци пĕлтерĕшлĕ археологи палăкĕ. 10-14-мĕш ĕмĕрсенчех тытăнса тăнăскер, унти 28 гектара яхăн йышăнакан территорие пилĕк çĕр çул каяллах тĕпченĕ кăштах.

Аслă Таяпа ялĕ çумĕнчи çак вырăн вăрттăнлăхĕ паянхи ăсчахсене те питĕ кăсăклантарать. Çавна май кăçалхи июнĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 10-мĕшĕччен унта археологи экспедицийĕ ирттерме палăртнă. Ăна Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн сотрудникĕ Наталия Березкина ертсе пырать.

Асăннă шырав-тĕпчев ĕçне аваллăхпа интересленекен уйрăм çынсене, историпе географи, тăван ен культури учителĕсене, вĕренекенсене йыхравлаççĕ. Тĕплĕнрех Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕн ĕçченĕсенчен 2-60-98 номерлĕ телефонпа ыйтса пĕлме пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code