Пятница, 30 сентября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Хĕр пĕрчисен конкурсĕнче

Хĕр пĕрчисен конкурсĕнче

Пĕчĕкскерсен талантне тупса палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ районти «Маленькая фея» конкурс тăххăрмĕш хут иртрĕ.

Ача садне çÿрекенсемпе воспитательсем çак тупăшăва чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Кăçал 4-6 çулсенчи 11 хĕр пĕрчи хутшăнчĕ унта. Вĕсем чи малтанах хăйсемпе паллаштарчĕç, унтан куракансене пултарулăхĕпе тыткăнларĕç. Конкурс çĕнтерÿçи Курнавăшри «Золотая рыбка» ача сачĕн воспитанникĕ Ксения Цветкова пулчĕ. Ăна «Маленькая фея-2018» хăю çакса ятăмăр. Ытти хĕр пĕрчисем — Елизавета Иванова /«Илемпи», Çĕнĕ Пăва/, Ксения Карсакова, Анастасия Борисова /«Чебурашка», Елчĕк/, Арина Кантеева, Ульяна Казначеева /«Березка», Аслă Елчĕк/, Елизавета Емельянова, Валерия Зайцева /«Родник», Кушкă/, Дарья Облесова, Дарья Теллина /«Шевле», Кивĕ Эйпеç/, Арина Мясникова /«Золотая рыбка», Курнавăш/ тĕрлĕ номинацисен ячĕсене тивĕçрĕç. Пĕчĕк маттурсене район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн методисчĕ Изабела Тетерина саламларĕ.

Уява иртнĕ çулхи конкурсăн çĕнтерÿçи Ульяна Патшина илемлĕ юрăсем юрласа, ташласа илем кÿчĕ.

В.ПАНКРАТОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Курнавăшри ача сачĕн воспитанникĕсем Елена Аверьянова воспитательпе.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code