Пятница, 4 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçчен çынна ял савать

Ĕçчен çынна ял савать

Ĕç кунĕ пуçланманччĕ те — редакцие ирхине-ирех вашават арçын кĕрсе тăчĕ. Вăл сăпайлă, тараватлă, уçă кăмăллă çын пулни тÿрех куçа курăнчĕ. Пĕр-пĕринпе наччас паллашрăмăр та.

Аслă Пăла Тимеш ялĕнчен килсе çитнĕ Алексей Николаевич Платонов хăй мĕн çăмăлпа çÿренине пĕлтерме васкарĕ:

— Вĕлле хурчĕсем сутатăп, çакăн çинчен хаçат урлă пĕлтересшĕн, — тесе сăмах пуçарнинчен вăл хурт-хăмăр ăсти пулнине те пĕлтĕмĕр.

…Пыл хурчĕ усракан, каламасăрах паллă, ĕçчен çын. Наян, нумай çывăракан çак кăткăс ĕçе йĕркелесе пыма чăтăмлăх çитереес çуках. Унăн пыл хурчĕсен пурнăçне тĕплĕн пĕлмелле, пыл паракан ÿсен-тăрансене, вĕсем ăçта, мĕнле тăпра çинче ÿснине, мĕнле çанталăкра мĕн чухлĕ нектар кăларнине ăнкармалла. Унсăрăн ăнăçлă çулсенче те пылсăр тăрса юлма пулать. Механизмсемпе ĕçлеме, вĕлле тума, вĕсене юсама та пĕлмелле. Вăл çеç те мар, авалхи ватăсем: çемьере килĕштерсе пурăнмасан хурт-хăмăр ĕрчемест, тесе каланине те хирĕçлеймĕн. Ĕçпе пиçĕхнĕ Платоновсем — Алексей Николаевичпа Валентина Алексеевна, чăннипех, хăйсен кун-çулĕ тăршшĕпех килĕштерсе, тату пурăнаççĕ. Ял-йыш лайăх пĕлет: кил хуçи нихăçан çынпа харкашса, усал сăмах калаçса курман. Мăшăрĕ те ялти участокри больницăра 40 çул ытла хирурги уйрăмĕнче медсестра, каярахпа акушерка пулса ĕçленĕскер, яланах ырă ĕçĕпе, ăшă кăмăлĕпе палăрса тăнă. Вĕсен кĕçĕн хĕрĕ Алевтина, малтан кондитер специальноçне алла илнĕ пулин те, каярахри кун-çулне медицинăпа çыхăнтарни те ахальтен мар. Мĕншĕн тесен амăшĕ хăйĕн профессине епле юратса пурнăçланине вăл ачаранах курса çитĕннĕ-çке, унтан та ытларах, çынна сывлăх парнелекенĕн ĕçĕ мĕн тери сăваплă пулнине хăйĕн чун-чĕрине вырнаçтарма пултарнă. Амăшĕ уншăн пурнăçра мĕнпур енĕпе тĕслĕх пулнине те çирĕплетсе парать çакă. Аслисем — Андрейпа Светлана та ашшĕпе амăшне хывнă — хăйсене шанса панă ĕç вырăнĕсенче чăн ăста пулнипе палăрса тăраççĕ.

…Алюш йышлă çемьере ÿссе çитĕннĕ. Амăшĕ, Анастасия Александровна, 10 ачана пурнăç парнеленĕ. Ашшĕ, Николай Федорович, Яппун вăрçине хутшăннă.

Алексей Платоновăн чун-чĕрине çамрăкранах юрă-кĕвĕ çывăх пулнă, сасси те шăнкăрав пекех уçă. Ахальтен мар вăл хăйĕн ялти юлташĕпе — Василий Ягудинпа районти культура пайĕнчен панă направленипе юрăçă пулас ĕмĕтпе Чăваш академи драма театрне çитнĕ. Çак ĕç 1963 çулта пулса иртнĕ. Вĕренме кĕме заявлени панă 37 çамрăкран 7-шĕ анчах конкурс витĕр тухма пултарнă. Анчах мĕн тетĕр; Телейлисен хушшинче вĕсен иккĕшĕн ячĕ те пулнă. Çав çулсенче музыка тĕлĕшĕнчи ăсталăха алла илме Шупашкарта майĕсем пулманран вĕсене малалла Ленинград хулинче вĕрентесси çинчен пĕлсен Аслă Пăла Тимеш çамрăкĕсем шартах сикнĕ. Малалла вĕренес ĕмĕчĕсем иксĕлми, анчах Алюшпа Ваççа унта ниепле те тухса кайма пултарайман. Çемьери çитмен пурнăçа пула вĕсем каялла тăван яла таврăннă. Каярахпа икĕ юлташ «Победа» колхозри пысăк хора çÿреме тытăннă. Алексей — солист, нумайăшне хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ вăл. Василий Ягудин вара баянпа ăста выляма пултарни, çапла майпа хора илем кÿни çинчен хавхалануллă кăмăл-туйăмпа каласа кăтартрĕ Алексей Николаевич. Шел, юлташĕн кун-çулĕ кĕске пулнă, вăл пурнăçран уйрăлса кайнăранпа та вăхăт чылай иртнĕ ĕнтĕ.

…Салтака кайма ят тухиччен Алексей Платонов фермăра ĕне выльăхсене тăрантарма лаша кÿлсе апат турттарнă, сантехник-слесарь пулса та ĕçлесе курнă. Çав вăхăтрах хурт-хăмăр ăсти пулас ĕмĕчĕ те канăç паман ăна. Килĕнче вара нумай вĕлле тытнă, çапла майпа пыл хурчĕсен ырлăхĕпе киленнĕ. Каярахпа Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ, унта пĕлÿ илни унăн практикăри ăсталăхне тата çирĕплетме пулăшнă. Ун хыççăн пĕр улшăнмасăр 15 çул колхозра утарçă пулса вăй хунă, пархатарлă ĕçĕпе палăрнă. «Победа» колхозăн пысăк утарĕнче çав çулсенче утарçăсен семинар-канашлăвĕсем миçе хутчен иртмен-ши?

Алексей Николаевичăн пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ. Хăй вăхăтĕнче вăл ун чухне «Колхоз ялавĕ» ятпа тухса тăнă район хаçачĕн хастар ялкорĕ те пулнă. Асра юлнă хăш-пĕр самантсем пирки каласа кăтартма ÿркенмерĕ вăл. Сывпуллашас умĕн çак вăхăтченех район хаçачĕпе пĕрле пулнине, ăна алăран ямасăр вуланине пĕлтерчĕ, журналистсене малашнехи ĕçре ăнăçусем сунчĕ…

С.АНАТОЛЬЕВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: Алексей Платонов: «Савăнăçра та, кăмăл-туйăм сÿрĕк пулнă вăхăтра та — «Елчĕк енпе» пĕрле»

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code