Воскресенье, 4 декабря, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Сигарет ан турт!

Сигарет ан турт!

Хальхи вăхăтра тĕнчере табак туртнипе çыхăннă чирсенчен кашни 6 çеккунтра пĕр çын, çулталăкра 5 миллион çын вилет. Раççейре вара пирус туртакан 500 пин ытла çын тĕрлĕ чир ернипе вăхăтсăр çĕре кĕрет.

Юлашки çулсенче пирĕн çĕршывра, çав шутра республикăра та, лару-тăру кăштах ырă енне улшăнни сисĕнет. Çапах та пуçласа, интересшĕн алла сигарет тытса пăхакансем чылаййăн. Вĕсем каярахпа чăн-чăн табак туртакан пулса тăнине сиссе те юлаймаççĕ. Ахальтен мар никотин вăйлă наркотик шутланать, часах хăйĕн чури туса хурать. Табак 25 тĕрлĕ чире пуçарма май парать.

Юлашки çулсенче электронлă сигаретсем сĕнме пуçларĕç. Вăл сиенлĕ мар теççĕ те, анчах шĕвекре сывлăхшăн сиенлĕ япаласем пуррине тупса палăртнă. Çавăнпа та туртма пăрахнинчен лайăххи нимĕн те çук.

Е.ЕГОРОВА,
республикăри медицина профилактикин, сывату физкультурин тата спорт медицинин центрĕн врачĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code