Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ыйтăвĕ нумай, хуравĕ — пĕрре

Ыйтăвĕ нумай, хуравĕ — пĕрре

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлури пĕрремĕш ыйту уй-хирти тата ял хуçалăх отраслĕнчи ытти ĕçсене пĕтĕмлетсе хак парасси пулчĕ.

Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов лару-тăрăва тĕплĕнрех уçăмлатрĕ. Ял хуçалăх организацийĕсенче паянхи кун тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене палăртнă пĕтĕм лаптăкра акса хăварнă. Кукурузăна тата пĕр çул ÿсекен курăксене акасси хăш-пĕр хуçалăхсенче анчах юлнă. Çĕр улми лартас ĕçе ĕнер вĕçленĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, çур аки планне — палăртнă тĕллевсене вăхăтра пурнăçлама пултарнă пулин те, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи кăтартусене, уйрăммăн илсен, сăвăнакан ĕнесен хисепне малтанхи шайра тытса тăрассин, аш-какай, сĕт туса илессин тата ытти хăш-пĕр ыйтусен тĕлĕшпе район администрацийĕн пуçлăхĕ хăйĕн çирĕп шухăшне палăртса каларĕ.

— Кăтартусем, малтанхи çулсенчипе танлаштарсан, каярах пулмалла мар, — терĕ вăл.

Районти Акатуй уявĕччен ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен уй-хирĕсенче шăтса тухнă калчасене тĕрĕслеме, хак пама та ĕлкĕрмелле. Çакна шута хурса ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов ертсе пынипе тунтикун калчасене комиссипе тĕрĕслес ĕçе пикеннĕ.

Паянхи кун официаллă майпа ĕçлес ыйту та çивĕч тăрать. Мĕншĕн тесен, пурте пĕлетпĕр, енчен те çын çав йĕркепе ĕçлемест пулсан, вăл хăйĕн прависемпе туллин усă кураймасть. Çакăн пирки район администрацийĕн экономика секторĕн заведующийĕ Алена Быкова чарăнса тăчĕ. Ĕç укçине конвертпа тÿлессине чакарас тĕллевпе тĕрлĕрен мероприятисем йĕркелесе ирттереççĕ. Хальхи вăхăтра районта экономика тĕлĕшпе активлă халăх йышĕ 7767 çынпа танлашать. Çав шутран 1864-шĕ ĕçе официаллă майпа вырнаçман. Çак кăтартăва ял çыннисем килĕшÿ çирĕплетмесĕр, сăмахпа калаçса татăлнипех республика тулашĕнче ĕçлесе пурăнни ÿстерет. Ял тăрăхĕсенчен пĕлтернине тĕпе илсен, хальхи вăхăтра пирĕн районти 1241 çын республика тулашĕнче, вĕсенчен 403-шĕ анчах официаллă майпа ĕçлет.

Çулталăк пуçланнăранпа район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн специалисчĕсем прокуратура тата налук органĕн ĕçченĕсемпе пĕрле пĕчĕк предпринимательлĕхĕн 3 субъекчĕн ĕçĕ-хĕлне тĕрĕсленĕ. Вĕсенче тăрăшакан 12 çынран 5-шĕ ĕç килĕшĕвĕсĕр ĕçленине тупса палăртнă.

Район администрацийĕ çирĕплетнĕ килĕшĕве пурнăçласа кăçал 702 çынна официаллă майпа ĕçе вырнаçтармалла. Паянхи кун тĕлне предприятисемпе организацисене 250 çынна ĕçе илнĕ.

Ялсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртессишĕн, тавралăха хăтлăрах та илемлĕрех тăвассишĕн районта пурăнакансен пĕрлехи вăйпа куллен ĕçлесе пымалла. Çак ыйтусем çинче чарăнса тăнă Алексей Борисов эколог шухăшĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин пĕтĕмлетрĕ. Тирпей-илем ыйтăвĕ кашни кунхи тĕп ыйту пулса тăнине, унсăр пуçне, йăлара усă курнă хытă каяшсене пуçтарассипе тата вĕсене турттарса тухассипе çирĕп йĕрке туса хума кирлине хытарсах каларĕ вăл. Çитес кунсенчен тытăнса Николай Петрович райадминистрацин пай пуçлăхĕсемпе пĕрле ял тăрăхĕсенче тирпей-илем тăвассипе мĕнле ĕçленине тĕрĕслеме тухма сăмах пачĕ.

Канашлура çавăн пекех ытти çивĕч ыйтусене те сÿтсе явнă.

С.АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code