Понедельник, 28 ноября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕлтерĕшлĕ ыйтусене тишкерчĕç

Пĕлтерĕшлĕ ыйтусене тишкерчĕç

Майăн 31-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен пысăк залĕнче Елчĕк районĕн Депутачĕсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна район пуçлăхĕ — районти Депутатсен пухăвĕн председателĕ Ираида Васильева ертсе пычĕ. Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Елчĕк район прокурорĕ Василий Николаев, ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕн начальникĕ Алексей Алексеев, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăнчĕç.

Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 3 ыйтăва пăхса тухрĕç. Пĕрремĕш ыйтупа ларăва хутшăннисен умĕнче райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина тухса калаçрĕ. Вăл районăн иртнĕ çулхи бюджетне пурнăçлани пирки отчет туса пачĕ. 2017 çулта Елчĕк районĕн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăшсен пайĕ 345276,5 пин тенкĕпе /палăртнин 101,1 проценчĕ/, расхутсен пайĕ 360553,9 пин тенкĕпе /99,7 процент/ танлашнă. Тупăшсен 76,2 проценчĕ — каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ, 23,8 проценчĕ — хамăрăн тупăш. Пĕрлештернĕ бюджет районăн тата 9 ял тăрăхĕсен бюджечĕсенчен тăрать.

Районта пухăнакан тупăшăн ытларах пайĕ /41257 пин тенкĕ/ уйрăм çын тупăшĕнчен илекен налукран пухăннă. Унăн калăпăшĕ иртнĕ çул 50,2 процентпа танлашнă. Налук шутне кĕмен тупăшсем — 11941,1 пин тенкĕ.

Бюджет укçи-тенкине тĕрлĕ тĕллевпе расхутланă. «Вĕренÿ» сыпăка — 183297,4 пин тенкĕ уйăрнă, «Наци экономики» — 66422,3 пин тенкĕ, «Патшалăхăн пĕтĕмĕшле ыйтăвĕсем» — 38188,5 пин тенкĕ, «Культура» — 33789,6 пин тенкĕ, «Социаллă политика» — 20560,2 пин тенкĕ, «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх» — 13237,9 пин тенкĕ, «Наци хăрушсăрлăхĕ тата право хуралĕн ĕçĕ-хĕлĕ» 2465,4 пин тенкĕ, «Çут çанталăка сыхласси» — 1266,1 пин тенкĕ, «Наци хÿтĕлевĕ» — 1118,5 пин тенкĕ, «Физкультура тата спорт» сыпăка 207,9 пин тенкĕ уйăрнă.

Пахалăхлă çул-йĕр — район экономикин ăнăçлă аталанăвĕ тата хăрушсăрлăх никĕсĕ. 2017 çулта «Наци экономики» уйрăма расхутланă укçа-тенкĕн пысăк пайне /98,5 процент е 65412,9 пин тенкĕ/ çул-йĕр хуçалăхĕ çине янă.

«Ял территорийĕсен тăнăçлă аталанăвĕ» программăпа килĕшÿллĕн 9 çамрăк çемье тата çамрăк специалист çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пултарнă. «Çурт-йĕр» программăпа килĕшÿллĕн 15 çамрăк çемье çурт-йĕр хăпартнă е хваттер туяннă. 1 тăлăх ачана çурт-йĕрпе /928,6 пин тенкĕлĕх/ тивĕçтернĕ. Сăмах май, кăçал 2 тăлăх ачана хваттер туса пама пăхса хăварнă.

Иккĕмĕш ыйтупа Елчĕк районĕн Депутачĕсен пухăвĕн депутачĕ — саккунлăха, право йĕркине çирĕплетессипе тата вырăнти хăйтытăмлăха аталантарассипе ĕçлекен комиссин председателĕ Виктор Егоров сăмах илчĕ. Вăл Федерацин 2008 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнчи 273 номерлĕ «Коррупцие хирĕç тăрасси çинчен» саккунне улшăнусем кĕртессипе çыхăннă йышăну проекчĕпе паллаштарчĕ.

Депутатсем тĕрлĕ сферăра палăрнă ĕçченсене наградăсем тăратас ыйтăва та пăхса тухрĕç.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code