Вторник, 31 января, 2023   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ: кун хыççăн кун

Район пурнăçĕ: кун хыççăн кун

Комисси ларăвĕ иртнĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи Елчĕк районĕн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăш пайне ÿстерес, ĕç укçине вăхăтра тата туллин тÿлес, ĕç укçине «конвертпа» тÿлессине асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕ иртнĕ.

Унта Раççей Федерацийĕн налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕн ертÿçин çумĕ Геннадий Филиппов, районти уйрăм предпринимательсемпе пĕчĕк тата вăтам предприятисен ертÿçисем хутшăннă. Ларăва райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый ертсе пынă.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусем налука, бюджет тÿлевĕсене вăхăтлă тÿлессипе тата пуçтарассипе, ĕçченсене ĕç укçин чи пĕчĕк виçинчен кая мар шалупа тивĕçтерессипе çыхăннă.

Водитель удостоверенине — 7 кунра

Елчĕкри «Мои документы» НФЦ урлă водитель удостоверенине 7 ĕç кунĕнче илме тата улăштарма май пур.

Пулăшу тĕсĕпе усă курас текенсен çумĕнче паспорт, медицина ĕçченĕсем транспорт хатĕрĕпе çÿреме хирĕçлеменнине çирĕплетекен справка, водитель удостоверенийĕ, енчен те хушамата улăштарнă пулсан мăшăрланнине ĕнентерекен свидетельство пулмалла.

Патшалăх пошлини 2000 тенкĕпе танлашать. Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕпе усă куракансем патшалăх пошлинине 30 процент йÿнĕрех тÿлеме пултараççĕ. Çак çăмăллăхпа усă курас тесен пулăшу илессине палăртса gosuslugi.ru пĕрлехи портал урлă заявлени çырмалла, патшалăх пошлинине банк картти, карас телефонĕ е электронлă енчĕк урлă тÿлемелли меле суйласа илмелле.

Европăна каять

Шупашкарта В.Н.Кочков ячĕллĕ 5-мĕш номерлĕ шкулта ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен Раççей шайĕнчи ăмăртăвĕ иртнĕ.

Унта çĕршывăн 41 регионĕнчи 300 яхăн хĕр /2003-2004 çулсенче çуралнă/ вăй виçнĕ. Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командинче пирĕн ентешĕмĕр — Кармал ялĕнче çуралнă /пĕрремĕш тренерĕ Иван Егоров/, халĕ Шупашкарти олимп резервĕсен шкулĕнче ăсталăхне туптакан Анастасия Лапшина тупăшнă. 39 килограмчченхи виçе категорийĕнче вăл 1-мĕш вырăна тивĕçсе июнь уйăхĕнче Венгри çĕршывĕнче хĕрсен хушшинче иртекен Европа шайĕнчи ăмăртăва хутшăнма путевка çĕнсе илнĕ. Настя «Чи лайăх техникăшăн» кубока та тивĕçнĕ.

В.ПЕТРОВ.

«Çулла – 2018»

Каникул кунĕсем çитнĕ май районта июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 21-мĕшĕччен «Çулла — 2018» акци иртет.

Кăçал 15 шкул çумĕнче ачасен канăвне усăллă йĕркелеме тата сывлăхне çирĕплетме май паракан лагерьсем ?унта 628 ача çÿрĕ/ ĕçлеççĕ. Çак тапхăрта районти полици пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенийĕн инспекторĕсем лагерьсенче пулса ачасемпе тĕл пулĕç, вĕсене хăрушсăрлăх йĕркисемпе паллаштарĕç.

Вăйă-конкурсра савăннă

Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна халалласа район центрĕнче тата ялсенче тĕрлĕ мероприяти иртнĕ.

Уявсен сценарийĕсем анлă пулнă. Шăпăрлансем çак кун юмах тĕнчинче те пулса курнă, тĕрлĕ вăйă-конкурсра савăннă. Пĕрле пухăнса зарядкăна тăни, юрăсем юрласа ташăсем ташлани вĕсен асĕнче вăрахлăха юлĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code