Понедельник, 15 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ палăк хушăнчĕ

Çĕнĕ палăк хушăнчĕ

Тăван çĕршыв, тăван ен, тăван ял — кашни çыншăн чи хаклă сăмахсем. Хамăрăн йăх-несĕлĕмĕрсене пирĕн яланах асра тытмалла.

Кивĕ Арланкассинче халăх тăрăшнипе ял варринче вăрçăран таврăнсан вилнĕ фронтовиксене асăнса палăк уçрăмăр. Хальхи вăхăтра ялта вăрçа хутшăннисенчен пĕр ветеран та тăрса юлман. Тыл ветеранĕсене илес пулсан, вĕсем 7-ĕн пурăнаççĕ. Асăннă палăка уçас ĕçре афган тата чечен вăрçисен ветеранĕсем /вĕсен председателĕ Иван Веников/, ял старости Олег Миронов, çамрăксем, кунта çуралса ÿссе тĕнчен тĕрлĕ кĕтесне саланнă ентешĕмĕрсем пысăк пуçарулăх кăтартрĕç. Аслă ăрурисем ырă канаш-сĕнÿпе хавхалантарса пычĕç.

Тĕллевсем татах та пысăк-ха ял халăхĕн. Аттелĕхĕн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансен, хĕрÿ точкăсенчи хирĕç тăрусенче пулнă салтаксен сăн ÿкерчĕкĕсенчен хисеп хăмисем хатĕрлесен питĕ кăмăллă пулĕччĕ.

Палăка уçнă кун ял халăхĕ кăçал пĕрремĕш хут вилĕмсĕр полк акцине хутшăнчĕ. Ăна Галина Вениковăпа Николай Александров ертсе пычĕç. Палăк умне чечек çыххисем хунă хыççăн шкул ачисем ял çыннисене концертпа савăнтарчĕç.

Н.АЛЕКСАНДРОВ  /ЗАХАР КУЛИ/.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code