Среда, 7 декабря, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Нумай хваттерлĕ 252 çурта юсаççĕ

Нумай хваттерлĕ 252 çурта юсаççĕ

Кăçал республикăри нумай хваттерлĕ 252 çурта, пурĕ 813,5 миллион тенкĕлĕх тĕпрен юсама палăртнă.

Капиталлă юсав фончĕн генеральнăй директорĕ Олимпиада Епифанова пĕлтернĕ тăрăх, çак çуртсенче 22,8 пин çын пурăнать. Апла пулсан, вĕсен пурнăç условине лайăхлатма май пулĕ. Юсав ĕçĕсен пĕтĕм калăпăшĕн çурри çуртсен тăррисене улăштарассипе тата çĕнетессипе çыхăннă. Ытти — ăшă, шыв, канализаци пăрăхĕсене, электричество сечĕсене пырса тивет.

247 çурт тĕлĕшпе ĕçсене пурнăçлама килĕшÿ тумалли аукционсем ирттересси пирки пĕлтернĕ ĕнтĕ. 12 çуртра тĕплĕ юсав ĕçĕсене вĕçленĕ — вĕсене комиссипе те йышăннă. Юсав ĕçĕсем 90 кунран ытла тăсăлмалла мар. Çакна шута илсе фонд ертÿçи мĕн пур ĕçе юпа уйăхĕнче вĕçлемеллине палăртса каланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code