Воскресенье, 27 ноября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Энергетиксене — пысăк тав

Энергетиксене — пысăк тав

Юлашки вăхăтра çут çанталăкри тĕлĕнмелле пулăмсемпе тĕл пулатпăр.

Ĕнер кăнтăрла иртсен 3 сехет тĕлнелле Елчĕк ялĕ çийĕн вăйлă çил-тăвăл алхасрĕ, шалкăм çумăр çурĕ, çынсем ниçта тарса пытанма пĕлмерĕç. Первомайски тата Кооператив урамĕсенчи кермен пек икĕ хутлă хăтлă çуртсен çÿллĕ те анлă хуралтисен тăррисене алхаснă вăйлă çил лапкăшĕпех çын çÿрекен вырăна — çул варрине вĕçтерсе антарнине хамăр куçсемпе куртăмăр. Юрать, тата хăрушăрах инкекпе тĕл пулмарăмăр — çул çинче çынсем çукчĕ. Редакцире шăпах хаçатăн черетлĕ номерне калăпланă вăхăтра çывăхри лини çинче электричество пăралукĕсем темиçе çĕртен шартах татăлнине пула ĕç те лăпах чарăнса ларчĕ. Пирĕн вара хаçата вăхăтра кун çути кăтартма ĕлкĕрмелле-çке. Юрий Хушкин ертсе пыракан электричество сечĕн районти уйрăмне — подстанцие шăнкăравласан диспетчер вырăнне юлнă Вячеслав Саганов тĕп инженер пирĕн нушана пĕр сăмахсăрах ăнланчĕ. Тепĕр самантранах Геннадий Волковпа Владимир Воронов пирĕн пата килсе те çитрĕç, пăтăрмаха сирсе яма пулăшрĕç. Сăмах май, ĕнер электромонтерсен темиçе ушкăнĕн инкек пулнă вырăнсене пĕр вăхăтра тухса кайма тивнĕ. Энергетиксене вĕсен оперативлă ĕçĕшĕн — пысăк тав!

С.АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code