Пятница, 13 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ÿркенмесен ÿркев пусараймасть

Ÿркенмесен ÿркев пусараймасть

Çу кунĕсем пулсассăн та çанталăк сулхăн та çиллĕ тăрать. Çурçĕртен вĕрекен çил çĕр каçа та лăпланмарĕ. Ир енне кăна кăштах кăтăш пулса илчĕ Тамара. Çĕрĕпе канлĕ çывăраймарĕ пулсан та тул çутăличчен ура çине ваштах сиксе тăчĕ. Кил картинче выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп, хур-кăвакал сахал мар, ĕçе кайиччен вĕсене пăхмалла, айсарăмне тасатмалла, тислĕк тăкмалла, ĕни-пăрушкасене симĕс курăк çине кăлармалла. Урам вĕçĕнче пурăннăран пĕр енчен выльăх усрама лайăх-ха, тепĕр енчен пăралуккана таса та тирпейлĕ тытса тăрас тесен ĕçлемелли те пайтах. Нăйкăшмасть Тамара Алексеевна, упăшки Мускавра ĕçленĕрен вăл килте мар чухне хуçалăха аван тытса пырать. Сергей килсен картишĕнчен кĕме пĕлмест, вăл таврăннă çĕре унтан ванать, кунтан юсамалла. Арçын аллисĕр май çуках килте. Сергейĕн алли ылтăн: хăй килте мар чухне арăмне çăмăлтарах пултăр тесе ĕне сăвассине, шыв ăсассине, ĕçтерессине, тислĕк кăларассине автоматизациленĕ.

Большаковсем лÿппер йăхран мар. Иккĕшĕ те мĕн ачаран ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ. Тамарăпа Сергей кÿршĕсемех. Пĕр касра пурăнакан, хăйĕнчен кĕçĕнрех хĕре вăрттăн сăнанă каччă. Унтан çамрăксем пĕр-пĕрне юратса туслă çÿреме пуçланă. Вăтам шкул пĕтерсен нумай та тăман — пикене мăшăр пулма ыйтнă Сергей. Ку вăхăт тĕлне Тамара штукатур-маляра вĕренсе тухнă.

Çемье çавăрсан çамрăк мăшăр хăйсен урамĕнчех кивĕ çурт туяннă. Иккĕшĕ те ял пурнăçне килĕштернĕрен ăна пăсса хăйсен вăйĕпе капмар çурт хăпартма пуçăннă. Анчах ялта сварщикре ĕçлекен арçыннăн юратнă профессийĕпе сывпуллашма тивнĕ. Колхоз арканнă. Çемьене тăрантармалла, çурт-йĕр çавăрмалла тесе арçын инçетре ĕç тупнă. Тенкĕ çумне тенкĕ пуçтарса тунă хăтлă çуртра ăшă та çутă. Темле ытарлă асамлăх пытаннă пÿлĕмсенче, кашни япалана хăйсене килĕшнĕ пек иккĕшĕ ăсталаса вырнаçтарнă, çынна тытса тутарман. Паллах, мал ĕмĕтлĕ мăшăра малтанхи çулсенче тăванĕсем те пулăшу аллине тăснă. Мĕнпур вăй-халне, чунне парса ĕçлени харама кайман. Çурт тунă малтанхи çулсенче çамрăксем ватăсемпе пурăннă. Паян та Тамара 82 çулхи ашшĕне пăхма та вăхăт çитерет.

Тамара Алексеевнăпа Сергей Петрович виçĕ ача çуратса ÿстернĕ. Асли, Валерий, Раççей çарĕнчен службăран таврăннă хыççăн Кÿкеçри налук инспекцийĕнче тăрăшать. Андрей кăçал строительсен техникумĕнчен вĕренсе тухать. Кĕçĕнни, пилĕк çулхи Артем, Аслă Таяпа шкулĕнчи ача садне çÿрет.

Аслисем тăван киле тăтăшах килсе çÿреççĕ. Кил-çуртри ĕçсенчен пăрăнмаççĕ. Икĕ сăвăнакан ĕне /виççĕмĕшне сĕт хакĕ йÿнелнĕрен сутнă/, вăкăрсемпе пушмак пăрусем, пĕчĕк пăрушкасем, сурăхсем /йышĕ питĕ пысăк/ тăрантарма çу кунĕсенче лаш курмасăр ĕçлемеллине ăнланаççĕ ывăлĕсем. Çавăнпа утă вăхăтĕнче яланах тăван килте пулма тăрăшаççĕ.

Большаковсен хăйсен çĕрĕ нумай мар. Вĕсем ялта пушă ларакан çурт пахчисем усăсăр ан выртчăр, хыт хура ан ашкăртăр тесе тимлеççĕ. Çав çĕрсене, хуçисемпе калаçса татăлса, нумай çул ÿсекен курăксем акса ÿстереççĕ. Çурт хуçисене те, тахçан пĕрре килсе каяççĕ пулсан та, тирпейлĕ çĕре пырса кĕме кăмăллă.

— Курăмне укçалла та нумай туянма тивет. Ял çынни ĕне выльăх усранин уссине курма пăрахрĕ. Сĕт хакĕ питĕ йÿнĕ-çке, — пăшăрханать выльăх-чĕрлĕх усраса пурнăçа йÿнеçтерсе пурăнма хăнăхнă хĕрарăм.

Вĕсем çеç мар, ялта выльăх усраса /ĕç вырăнĕ çук Шуршура/ пурăнакансем вуншарăн. Тамарăн, мухтав Турра, ĕç вырăнĕ пур-ха. Ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче иккĕмĕш çул санитаркăра вăй хурать вăл.

Ахаль ларма юратман хĕрарăм кану кунĕсенче ялти харсăр чун-чĕреллĕ Антонина Павлова ертсе кайнипе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен анисем çинче çум çумлама та, кĕркунне севок-сухан кăларма кайма та ерçеет. Çав вăхăтрах сывă пурнăç йĕркишĕн ăнтăлакан хĕрарăм ачаран спортпа туслă.

Район хаçатне те çамрăкранах юратса вулать вăл.

— Унта хамăр пек ял хĕрарăмĕсен пурнăçĕ çинчен ытларах вулас килет. Килти пурнăç условийĕ хуларинчен кая мар ялта, çапах ĕç вырăнĕ çуккипех сиенлĕ йăлапа туслашать хĕрарăм. Çакă чĕрене ыраттарать, — тет Тамара пăшăрханăвне пытармасăр.

Йывăрлăхсенче пуç усман Большаковсен çемье телейĕ пĕр-пĕрне юратнинче, хисепленинче тата упранинче пулнине чун-чĕрепе туйрăм. Темле çил-тăвăл та, ют çын каланă сивĕ сăмах та çапса хуçаймĕ вĕсене. 23 çул ял çинче килĕшÿллĕ мăшăр пулнипе те, ĕçченлĕхĕпе те ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Юрату хĕлхемĕ çамрăк чухнехи пекех ялкăшнăран малалла ăнтăлаççĕ те харсăрскерсем.

Тамара ирхи ĕçсене тулли кăмăлпа вĕçлесе ĕнисене кĕтĕве хăваларĕ, кĕçĕн ывăлне вăратса вĕри апатпа сăйларĕ. Унтан иккĕшĕ те çула пуçтарăнчĕç: пĕри — садике, тепри — фельдшерпа акушер пунктне. Çак эрнере çемье тулли сĕтел хушшине вырнаçĕ: мăшăрĕн, аслă ывăлĕсен канмалли кунĕсем пуçланаççĕ. Умри тĕллевсем пысăк-ха туслă çемьен: пурте пĕрле пуçтарăнсан шухăшласа хунисене пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшмалла…

В. СМИРНОВА.
Шуршу ялĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: Т.Большакова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code