Вторник, 3 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Выльăх-чĕрлĕх сывă çитĕнтĕр

Выльăх-чĕрлĕх сывă çитĕнтĕр

Патшалăх ветеринари службин ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕ — выльăх-чĕрлĕхе тĕрлĕрен сарăлакан чирсенчен сыхласси, çынсене выльăхсенчен ерме пултаракан чирсенчен упрасси.

Кăçалхи 5 уйăхри ĕçе пĕтĕмлетнĕ май, район территорийĕнче выльăхсенчен çынна ерме пултаракан инфекци чирĕсене шута илменнине палăртатпăр. Çак чирсен шутне вара бруцеллез, лептоспироз, листериоз, çĕпĕр язви, уртаракан чир, туляремия тата сальмонеллез кĕреççĕ. Асăннă чирсем сарăласран асăрханса ветеринари ĕçченĕсем çак тапхăрта 700 пуç ĕне выльăхпа 100 сыснана туберкулезран, 3960 пуç ĕне выльăха, 87 сыснана, 6 сурăха бруцеллезран, 22 сыснана Африка чуминчен, 20 чăх-чĕпе грипран, 250 лашана сальмонеллезран тĕрĕсленĕ, чирлĕ выльăхсене тупса палăртман. Выльăх-чĕрлĕхе уртаракан чиртен, классика чуминчен профилактикăлла прививкăсем тунă.

Фермăсенче профилактикăлла ĕçсене схема-графикпа килĕшÿллĕн туса пыратпăр. Эпизооти лару-тăрăвне кура кашни фермăра уйрăм схема туса хатĕрленĕ.

Хальхи вăхăтра Раççей Федерацийĕнче чи анлă сарăлнă чир лейкоз шутланать. Анчах ученăйсем ĕне выльăха унран сыватмалли эмел те, профилактика тума вакцина та шутласа кăларайман-ха. 2017 çулта эпир çак хăрушă чиртен 3949 пуç ĕне выльăха тĕрĕсленĕ, телее, чир тухмарĕ. Апла пулин те Пăрачкав, Улатăр, Комсомольски районĕсенче лейкозпа чирлĕ ĕнесене тупса палăртни сисчĕвлентерет.

Ветеринари учрежденийĕ ял халăхĕн ĕне выльăхĕсене искусствăлла майпа пĕтĕлентерессине те тĕпе хурать. Ку чухне ĕнесенчен ăратлă пăрусем алла илес, нумай сĕт антаракан ĕнесен шучĕ ÿсес шанăç пысăк.

Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Раççей Федерацийĕн территорийĕнче мĕнпур ветеринари документне «Меркурий» тытăмпа усă курса электронлă майпа йĕркелесси пуçĕпех вăя кĕмелле. Кăçалхи çак вăхăтчен те пирĕн учрежденире 1516 ветеринари справкипе свидетельствине электронлă майпа çырса панă. Ветеринари тытăмĕнчи ĕçе çакăн пек йĕркелени пуриншĕн те меллĕ. Урăхла каласан, выльăха е продукцие район территорийĕнчен илсе тухса кайичченех аш-какай комбинатĕнче ытти урăх организацире вĕсем патне миçе пуç сысна, ĕне выльăх е аш-какай миçе килограмм илсе çитерессе пĕлсе тăраççĕ.

И.НИКОЛАЕВА,
районти ветеринари станцийĕн ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code