Воскресенье, 10 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çынсене пулăшаççĕ

Çынсене пулăшаççĕ

Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн 1796 номерлĕ Указĕпе килĕшÿллĕн июнĕн 8-мĕшне социаллă ĕçченсен кунĕ тесе палăртнă. Ахальтен суйласа илмен çак вăхăта. 1701 çулта çак кун, Пĕрремĕш Петĕр патша Раççей патшалăхĕнче социаллă хÿтлĕх тытăмĕ туса хурас тесе ятарлă Указ кăларнă. Çак тытăмри ĕçченсем паянхи кун та çын нушине ăнланас тата пулăшас тĕллеве мала хурса тăрăшаççĕ.

Пирĕн районта халăха социаллă хÿтлĕх паракан пая 1927 çулта июнĕн 1-мĕшĕнче советсен пĕрремĕш съездĕнче туса хунă. Вăл вăхăтри районти хÿтлĕх пайĕ паянхи собес, пенси фончĕн тата социаллă пулăшу паракан центр ĕçĕсене туса пынă. Тĕрлĕ çулта ертÿçĕре Изосим Изотович Зотиков /1942-1943 ç.ç./, Сергей Егорович Петров /1943-1948 ç.ç./, Ксения Сергеевна Фролова /1948-1951 ç.ç./, Андрей Алексеевич Салагайкин /1951-1965 ç.ç./, Василий Андреевич Горшков /1965-1969 ç.ç./, Мария Аркадьевна Соловьева /1969-1975 ç.ç./, Лидия Алексеевна Воробьева /1975-1994 ç.ç. пуçлăхра, каярах 2002 çулччен специалистра ĕçленĕ/, Петр Александрович Блинов /1994-1996 ç.ç./, Евгения Николаевна Михайлова /1996-2007 ç.ç./ тăрăшнă, 2007 çултан пуçласа паянхи кунччен асăннă пая Ирина Николаевна Аникина ертсе пырать.

Халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайăн тĕп тивĕçĕ — граждансене тĕрлĕ çăмăллăхсемпе тата адреслă пулăшупа вăхăтра тивĕçтересси. Халăхăн пурнăç условийĕ кунсерен ырă енне улшăнса пыни кунта тăрăшакансен ĕç пахалăхĕнчен те килет. Уйăхсерен 7500 çынна тĕрлĕ пулăшупа тивĕçтерет социаллă хÿтлĕх паракан пай. Халăх йышлă пулни Елчĕк районĕнче пурăнакан граждансен 44 проценчĕ патшалăх паракан тĕрлĕ çăмăллăхсемпе усă курнипе те çыхăннă. Адреслă пулăшу илекенсен пысăк пайĕ — республика шайĕнче палăртнă çăмăллăхсемпе усă куракансем /3687 ĕç ветеранĕпе ача пособи илекен 900-е яхăн çын/.

Чăваш Ен ертÿлĕхĕ демографи лару-тăрăвне ырă енне улăштарас тĕллевпе тĕрлĕ программăсене ĕçе кĕртет. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшли — 3 е ытларах ача çуралсан çемьене республика тивĕçтерекен 100 пин тенкĕлĕх Амăшĕн капиталне пани. Ашшĕ-амăшĕ çак укçа-тенкĕпе ачи 3 çул тултаричченех çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе илнĕ кредита пĕчĕккĕн татса пынă чух, ача 3 тултарнă хыççăн кирек хăш ачи пĕлÿ илекен вĕренÿ учрежденине тÿлеме е çурт-йĕре юсама, çемьере инвалид ача пур пулсан ăна валли тĕрлĕ хатĕр туянма усă курма пултараççĕ.

Чăваш Республикинче 2013 çултанпа çемьере 3 е ытларах ачаллă ашшĕ-амăшне тĕпренчĕкĕ 3 çул тултариччен уйăхсерен хушма укçа-тенкĕпе тивĕçтерни те курăмлă пулăшу.

— Юлашки вăхăтра çемье сахал тупăшлă пулнине палăртса, çакăн евĕр çемьесенчи тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕнче куçăмлă майпа пĕлÿ илекен студентсене социаллă стипенди тата ача садне çÿрекен ачасемшĕн патшалăх енчен компенсаци илме справкăсем хатĕрлес енĕпе ĕç калăпăшĕ ытти çулсемпе танлаштарсан самаях ÿсрĕ. Курăмлă тепĕр пулăшу — пурăнма кирлĕ шайран пĕчĕкрех тупăшлă çемьесене çурчĕсене ăшăтас енĕпе пулнă тăкаксене субсиди парса саплаштарни. Аслă ăрурисем пирĕн уйрăм урлă Шупашкар районĕнчи Вăрманкассинче вырнаçнă реабилитаци центрĕнче канса сывлăхĕсене çирĕплетме пултараççĕ. Паянхи куна унта канас тĕллевлĕ 169 çын черетре тăрать, — палăртать Ирина Аникина ертÿçĕ.

Ирина Николаевна халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен тытăмра тарăшакан районти кашни ĕçчене уяв ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, телей, килĕшÿ, çăмăл мар ĕçре ăнăçусемпе çитĕнÿсем сунать.

Елена ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: Ирина Аникина ертÿçĕ ?варринче/ Наталья Николаева, Алина Кириллова, Марина Патшина, Алевтина Борисова социаллă ĕçченсемпе пĕрле канашланă самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code