Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пурнăçа çăлаççĕ

Пурнăçа çăлаççĕ

Раççейре çулсеренех тĕрлĕ сăлтавпа 1,5 миллион çынна юн яраççĕ. Теприне юн паракан çын унăн пурнăçне çăлса хăварса пархатарлă ĕç тăвать.

Чăваш Енре паянхи кун «Раççейĕн хисеплĕ донорĕ» ят илнĕ 4 пин гражданин пурăнать. Çапах та донорсем паракан юн çителĕклĕ маррине палăртаççĕ специалистсем. Юн парас текенсен шучĕ вара Раççейре сахалланни паллă. Сăлтавĕ — халăх теприн нушине курма е туйма, ырă ĕç пурнăçлама «манса» пынинче.

Доноршăн юн пани хăйшĕн те усăллă. Вăхăтлăх çухатнă 400 мл юна организм кĕске вăхăтрах каялла тавăрать. Юн пани эндокрин тытăмне лайăх ĕçлеме пулăшнине, иммунитета çирĕплетнине палăртаççĕ медицина ĕçченĕсем. Çакă çыннăн психики çине те ырă витĕм кÿрет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code