Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хаçатăмăр — çывăх тус

Хаçатăмăр — çывăх тус

Елчĕкри 1-мĕш номерлĕ почта çыхăну уйрăмĕнче Надежда Бегдаутова ертÿçĕ, Вероника Немцева оператор, Валентина Маркова, Алина Марышева, Елена Ефремова, Елена Хрисанова почтальонкăсем тăрăшаççĕ. Вĕсем Елчĕк, Тÿскел, Таяпа Энтри, Ĕнел ялĕсенче пурăнакансене хаçат-журналпа тивĕçтерсе тăраççĕ.

— Шаннă ĕçе чунтан юратса пурнăçлаççĕ, палăртнă плана яланах тултарса пыраççĕ почтальонкăсем. Ялсенче «Елчĕк ен» хаçата кăмăлласах çырăннине пĕлтереççĕ. Эппин хаçат информаци ĕмĕрĕнче те хăйĕн сумне çухатмасть, хыпарсен тĕп çăлкуçĕ пулса тăрать, — тет Надежда Васильевна.

— Тăван район çитĕнĕвĕсем, унăн пултаруллă çыннисем пирки хыпарласах тăракан «Елчĕк ене» кăмăлласа çырăнатăп. Унсăрăн районти лару-тăрăва пĕлеймĕн, халăх шухăш-кăмăлне туяймăн. Страницăсенчи кашни материалах киленсе вулатăп. «Пĕлтерÿсемпе саламсем йышлă унта хăш чух», — тесе ÿпкелешнине илтме пулать вулакансенчен. Вĕсем те кирлĕ. Мĕншĕн тесен ял çынни кил хуçалăхĕнче мĕн сутмалли е туянмалли пулсан тÿрех район хаçатне ярса тытать. Килте ларсах суту-илÿ тума май парать-çке хаçатăмăр, — тет типографи ĕçĕн ветеранĕ Елизавета Зайцева.

Е.ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: почта çыхăну уйрăмĕн ĕçченĕсем Елизавета Зайцева вулаканпа /сулахайран иккĕмĕшĕ/.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code