Вторник, 3 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Сывлăх — тĕп пуянлăх

Сывлăх — тĕп пуянлăх

Халăх сывлăхне упрасси тата çирĕплетесси хăйсенчен килнине районти медицина ĕçченĕсем питĕ аван ăнланаççĕ. Чирлĕ çынна эмелпе сипленипе пĕрлех ырă чун-чĕрипе, çепĕç чĕлхипе хавхалантарса шанăçпа тĕрев параççĕ вĕсем. Медицина ĕçченĕн кунĕ умĕн эпир районти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕпе Надежда Урковăпа тĕл пулса тĕрлĕ ыйту çине хуравсем илтĕмĕр.

— Надежда Викторовна, сирĕн ырă та пархатарлă, ырми-канми ĕçĕре халăх та, ертÿлĕх те тивĕçлипе хаклать. Çапах та хăш чухне халăх хушшинче пăшăрхантаракан ыйтусем те çуралаççĕ. Республикăри медицина тата социаллă организацийĕсен оптимизацине çынсем иккĕленсе йышăннипе те çыхăннă пулĕ-ха çакă. «Елчĕк больници пĕтсе пырать», — тесе каланине илтме пулать хăш чухне. Çак сăмахсем чăнлăхпа килĕшсе тăраççĕ-и?

— Халăхра çÿрекен çак сăмах чăнлăхпа килĕшсе тăманнине çирĕплетсех калатăп. Мĕншĕн çакăн евĕр шухăшлă çынсем? Ытти социаллă организацисемпе пĕрле больницăсене те оптимизациленĕрен, чăн та, юлашки çулсенче койка-вырăнсем чакрĕç. Анчах та больницăна хупас тĕллевпе чакарман вĕсене. Койка-вырăнсем сахалланнин тĕп сăлтавĕ — районта пурăнакан халăх йышĕ чакса пынинче. Сывлăх сыхлавĕн тытăмне реорганизацилессипе çыхăннă саккунпа килĕшÿллĕн, пациентсене эпир ятарлă маршрутсемпе çывăхри Патăрьел, Комсомольски, Канаш больницисене çитеретпĕр. Халăх сывлăхне çирĕплетес тĕлĕшпе çирĕп тытăм туса хуни укçа-тенке перекетлесе ăна сиплев тухăçлăхне ÿстересси, çĕнĕ оборудовани туянасси çине яма май парать.

Районти тĕп больницăна илес пулсан, кунта чирлисене йышăнма тата сиплеме условисем çителĕклĕ. Районти сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче 43 тухтăр, 135 вăтам медперсонал тăрăшать. Хальхи вăхăтра тĕп больницăри терапи /кунтах ача-пăча уйрăмĕ/, хирурги, реанимаци, гинекологи уйрăмĕсенче сипленекенсем валли пурĕ 50 койка-вырăн пур. Йывăр чирлисемшĕн вырăнсем яланах хатĕр.

Республикăра, çав шутран пирĕн районта та çынсене хăйсем пурăнакан вырăнта медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме май парас тĕллевпе фельдшерпа акушер пункчĕсем тăвас ĕç ăнăçлă пурнăçланать. Çавна май район халăхĕ Елчĕкри тĕп больницăсăр пуçне 23 ФАПра, 7 тухтăр амбулаторийĕнче сывлăхне çирĕплетме пултарать. Кашни медицина организацийĕнчех яваплăха çирĕп туякан, ĕçне лайăх пĕлекен ĕçченсем вăй хураççĕ.

— Районти тĕп больницăри ача çураттармалли уйрăм мĕншĕн хупăнчĕ тесе те канăçсăрланать час-часах халăх. Тухтăрсем йышăнакан кабинетсен умĕнче черет вăрăм пулнишĕн те кăмăлсăрланать…

— Ача çуратмалли уйрăм хупăннă тесе пăшăрханса ÿкмелле мар тесе каласшăн эпĕ. Ăна сывлăх сыхлавĕн тытăмне реорганизацилессипе çыхăннă саккунпа килĕшÿллĕн хупнă. Ку чухне районта пурăнакан халăх шутне тата çулталăкри ача çураласлăх шайне шута илеççĕ. Çак уйрăм хупăнас умĕнхи сăнав çакна кăтартса пачĕ: çулталăкра районта 75 ача кун çути курнă /вăтамран уйăхра 6 ача çуралнă/. Кунне 1 ача та çуралманнине шута илсен, çакăн евĕр уйрăмсене тытса тăни экономика тĕлĕшĕнчен тăкаклă.

Паянхи кун Елчĕк районĕнче пурăнакан йывăр çын хĕрарăмсене çуратма Патăрьелĕнчи тĕп больницăна яратпăр, васкавлă пулăшу машинисемпе те çитеретпĕр. Сывлăх тĕлĕшĕнчен тĕрлĕ улшăнусем пуррине асăрхасанах ача амăшне маларах республикăри перинаталь центрне яратпăр.

Тухтăр кабинечĕ умĕнчи черете кĕскетес тĕллевпе электронлă майпа çырăнас меле ĕçе кĕртнĕ. Çавăнпа та пациентсене манăн тухтăр патне килес умĕн электронлă мелпе çырăнма ыйтас килет /килте тата ĕçре Интернет е ФАПсем, регистратура урлă/. Çапла тусан вĕсем специалист патне вăхăтра, пĕр чăрмавсăр кĕме пултараççĕ. Анализсене талонпа йышăнассине те ĕçе кĕртрĕмĕр. Çакă та халăх вăхăтне перекетлеме, черете чакарма май парать.

— «Земство тухтăрĕ» программа мĕнле пурнăçланать районта?

— Асăннă программăпа килĕшÿллĕн çурт-йĕр çĕклеме е хваттер туянма патшалăх çамрăк специалистсене пĕрер миллион тенкĕ парса пулăшни ырă пулăм. Çак программа ĕçлеме пуçланăранпа района 15 çамрăк килчĕ. Вĕсен йышне нумаях пулмасть тепĕр çамрăк тухтăр — Алина Юрьевна Еремеева ÿстерчĕ. Вăл, Лаш Таяпари тухтăр амбулаторине ĕçлеме вырнаçнăскер, кунти халăхăн сывлăхне çирĕплетессишĕн яваплă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ялти ФАПсене ĕçлеме килекен фельдшерсем валли 500 пин тенкĕлĕх пулăшу пани те пысăк тĕрев. Çак программăпа çывăх вăхăтра Тĕмер ялĕнчи ФАПа тепĕр фельдшер килессе кĕтетпĕр.

— Мĕн пăшăрхантарать, мĕн савăнтарать паянхи кун Сире?

— Шел пулин те, çынсем юлашки вăхăтра сывлăхне упраманни, эрех-сăрапа е киревсĕр ытти пулăмпа иртĕхни пăшăрхантарать, çакăн евĕр лару-тăрура ар çыхăнăвĕ урлă ерекен, туберкулез тата ытти хăрушă чирсем сарăлас хăрушлăх пысăк. Юлашки вăхăтра районта пурăнакан чылай вăй питти арçынпа хĕрарăм ют региона ĕçлеме çÿресе сывлăхĕсене хавшатса таврăннă тĕслĕхсем те ÿссех пыраççĕ. Пăшăрхантаракан тепĕр пулăм — чылайăшĕ чирлесен те тухтăр патне вăхăтра пымасть, вăл панă канаш-сĕнĕве пурнăçламасть. Чир шала кайсан сывлăха тавăрма йывăр. Çавăнпа та манăн халăха сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыма, хамăр сывлăхшăн хамăр тăрăшма чĕнсе калас килет.

Пăшăрханăвĕпе юнашар савăнăçĕ те пур. Юлашки çулсенче медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ ÿссе пынă май районта пурăнакансен пурнăç тăршшĕ ÿссе пыни савăнтарать — пурнăçăн вăтам тăршшĕ 74 çулпа танлашни начар мар кăтарту. Хамăрăн йыша çамрăк специалистсем хушăнса пыни те лайăх пулăм. Çавна май кадрсен ыйтăвĕн çивĕчлĕхĕ çук хальхи вăхăтра. Туслă коллектива пĕр тĕллев пĕрлештерет — профилактика ĕçне вăйлатса район çыннисен сывлăхне çирĕплетесси, тĕрлĕ чир-чĕртен сыхланма пулăшасси.

— Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин май уйăхĕнчи указĕсенче медицинăна хывакан укçа-тенкĕ виçине ÿстересси, ĕçченсене тивĕçлĕ шалупа тивĕçтересси пирки каланăччĕ…

— Çĕршыв Пуçлăхĕ хăйĕн указĕсенче юлашки виçĕ çулта медицинăна хывакан укçа-тенке виçĕ çул хушшинче икĕ хут ÿстермеллине асăнчĕ, çĕнĕ йышши диагностикăна, ракпа кĕрешмелли пĕтĕм наци программине хута яни, экологи стандарчĕсене тивĕçтерни вăй питти çынсем пурнăçран уйрăлассине чакарма май панине палăртрĕ. Çапла туни çынсен пурнăçĕн тăршшĕне тата та ÿстерме пулăшĕ. Ĕç укçине илес пулсан, хальхи вăхăтра тухтăрсен вăтам ĕç укçи 41 пин, медсестрасен 20 пине яхăн тенкĕпе танлашать.

— Тĕп больницăн картишĕнче те, поликлиникăпа чирлисене сиплекен уйрăмсенче те хăтлăхпа илем хуçаланнине палăртать кунта килекен халăх.

— Больница юлашки çулсенче, чăн та, çĕнелсе, илемленсе пырать. Терапи тата хирурги уйрăмĕсене юсаса хăтлăх кĕртме, чирлисене сипленме тивĕçлĕ условисем туса пама пултартăмăр. Хальхи вăхăтра физиотерапи, терапинчи ача-пăча уйрăмĕсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Кăçалах хĕрарăмсен консультаци уйрăмне те çĕнетме палăртатпăр.

— Çыннăн çур пурнăçĕ ĕçре иртет тетпĕр. Ĕçлеме анчах мар, тивĕçлĕ канма те пĕлет сирĕн коллектив. Медицина ĕçченĕсен хушшинче иртекен конкурс-тупăшусенче те çитĕнĕвĕрсем курăмлă.

— Коллектива туслă, пĕр шухăшлă çынсем пĕрлештернĕрен ĕçре те, ăмăрту-конкурссенче те лайăх кăтартусемпе палăрни савăнтарать паллах. Йăлана кĕнĕ тăрăх, çулсерен фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕсемпе пĕтĕмĕшле практика врачĕн медицина сестрисем хушшинчи тата ытти конкурссем иртеççĕ. Юлашки çулсенче «Хорсен тупăшăвĕ» конкурс ирттерессине йăлана кĕртни те пултарулăха тĕрлĕ енлĕ аталантарма май парать. Кăçал Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствипе Чăваш Енри медицина ĕçченĕсен профсоюзĕ йĕркеленĕ тупăшура 21 коллектив хушшинче Елчĕкри тĕп больницăн хорĕ виççĕмĕш вырăна йышăнчĕ.

Ĕнер тĕп хуламăрта Медицина ĕçченĕн кунне халалланă уява анлă паллă турĕç. Унта эпир те ĕçтешсене хамăрăн пултарулăхпа савăнтартăмăр.

— Уяв умĕн ĕçтешсене мĕн каланă пулăттăр?

— Ыран пирĕн професси уявĕ. Çавна май медицина сферинче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă мĕн пур ветерана, паянхи кун халăх сывлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшакан ĕçченсене уяв ячĕпе чун-чĕререн саламланă май ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçусемпе çитĕнÿсем, çемьере килĕшÿпе çураçулăх сунатăп.

— Калаçушăн тавах.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code