Пятница, 4 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Никита Тĕнче — Елчĕкре

Никита Тĕнче — Елчĕкре

 — Елчĕкре эпĕ хама питĕ кăмăллă туйрăм. Елчĕк ялĕ пысăках мар пулсан та питĕ хăтлă. Пурте сывлăх сунни, вырăнти халăх мана питĕ тарават кĕтсе илни килĕшрĕ. Хама Елчĕкре çуралнăнах туйрăм. Тахçантанпах пулманччĕ кунта. Пурте чăн чăвашла калаçнă хушăра тăван чĕлхемĕре вĕсем пек тарăн пĕлейменшĕн питĕ вăтантăм. Район центрĕнчи тĕп лапама мана ăсатма нумай çын пухăнчĕ. Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ те пурччĕ. Хирĕç çивĕч çил пулнине пăхмасăр вырнăти велосипедистсем мана ăсатмалла юнашар 4 километр таран пычĕç. Тавах, Елчĕк! — çапла çырнă Никита Тĕнче Елчĕкрен Патăрьелне çул тытнă хыççăн хăйĕн «ВКонтакте» сайтăн страницинче.

Çакăн евĕр сăмахсене вулама, чăн та, питĕ кăмăллă пулчĕ. Район çыннисемпе тĕл пулнă самантра та маларах çырнă шухăша яр уççăн пĕлтерчĕ вăл: 

-Кунта чăн чăвашла калаçни пĕр тĕлĕнтерчĕ, пĕр савнтарчĕ. Шел, Елчĕк районĕнче çуралман эпĕ, тăван чĕлхепе сирĕн пекех уççăн калаçнă пулăттăм. Тăван чĕлхене, халăха тата çуралнă вырăна хаклама вара ăна вăрăм çулçỹревсем вĕрентнĕ:

— Тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче пулни, чылай çынпа хутшăнни тата интереслĕ паллашусем мана халăхăмăр пуринчен те ытларах хакли пулнине ăнланма, ăна нихçанхинчен вăйлăрах юратма май пачĕç. Наци йăли-йĕрки, культури — пурнăçри чи хаклă пуянлăх.

— Тĕнче тăрăх çỹреме укçа-тенкĕ нумай кирлĕ-и, Никита?

— Çулçỹревре пулма укçа-тенкĕ кирлĕ мар, чи кирли — кăмăл çирĕплĕхĕ, хăюлăх, татăклă йышăну тума пултарни. Чи малтанах Кавказ тăрăхне 14 уйăхлăх çулçỹреве тухса кайнă чух манăн кĕсьере 10 тенкĕлĕх тимĕр укçа аначахчĕ. Çĕнĕлĕхе пĕлесси, çулçỹревре пулса курасси, тĕрлĕ халăхпа курса калаçас килни пур чăрмава та çĕнтерсе пырать. Пулăшма хатĕр чылай ырă çынпа тĕл пулатăп пурнăçра. Тепĕр халăх чĕлхине пĕлмесен те ырăлăх чĕлхинче куçаруçăсем кирлĕ мар. Çын нушине хăвăнни евĕр туйма, ăна чунтан ăнланма пулăшать те ĕнтĕ вăрăм çул.

Кавказ регионĕсем, Атăлçи, Хĕвелтухăç, Вăтам Ази, Çĕпĕр, Инçет Хĕвелтухăç тăрăх велосипедпа çỹренĕ Чăваш Енри паллă велоçỹревçĕ Никита Тĕнче (малтанахи хушамачĕ Васильев) Республика кунĕ умĕн Чăваш Ен тăрăх çулçỹреве тухнă. Маларах — 2013 çулта республикăна 10 кунра çаврăннă йĕкĕт хальхинче кашни район-хулара чарăнса вырăнти халăхпа тата культурăпа, йăлă-йĕркепе паллашас тĕллев лартнă умне, çулçỹреве республика кунĕ тĕлне вĕçлесшĕн.

— Ытти вырăнсенче пулнă чух хамăрăн халăхпа, унăн культурипе тĕплĕнрех паллаштарма май парĕ çак тĕллеве пурнăçлани. Халăхăмăрăн ырă ятне ытти халăх хушшинче сарма пулăшĕ, — пĕлтерет вăл кăмăллăн.

Никита велосипедпа вăрăм çулсене çỹреме пуçланăранпа кĕçех 5 çул çитет. Çак хушăра 55 пин километр хыçа хăварнă спортсмен кунне 100 км чупать, ялсенче чарăна-чарăна канать. — Эрнере пĕр кун канни мана вăй-хăват парать, — тет вăл.

Анчах та çакăн евĕр канусем час-часах тивмеççĕ ăна. Пĕччен çулçỹрев çăмăл марри каламасăрах паллă. Палăртнă вырăнсене çитиччен вăрмансенче, уй-хирсенче пĕрре анчах мар пĕччен çĕр каçма тивнине пĕлтерет вăл. Никам та ăшă вырăн, пуян сĕтел хатĕрлесе хумасть, йывăрлăхсене хăвăнах çĕнтерме тивет.

— Вăрманта пĕччен хăрушă мар-и? — тетĕп унăн уçă та таса куçĕсенче тинкернĕ май. Йăлтах интереслĕ маншăн.

— Камран?

-Тискер чĕрчунсенчен.

-Çук. Вĕсем мана, эп вĕсене тĕкĕнместĕп.

— Велосипед çинче хăвăнсăр пуçне куллен миçе килограмм тиев турттаратăн?

— 10 килограмм.

— Кутамккусенче мĕн пур? Мĕнпе тăранса пурăнатăн?

— Çул çинче кирлĕ пĕрремĕш хатĕрсем. Пурнăçра пулăшса пыраканни — хуратул кĕрпи. Çăлкуç шывĕ сиплĕх парать. Вырăнсене çитсен тарават çынсем тăван вырăнне хурса хаклаççĕ, хăналаççĕ.

Никита 1992 çулта январĕн 22-мĕшĕне Шупашкарта çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалх педагогика университечĕн географи факультетĕнче пĕлỹ илнĕ. 

-Географие лайăх пĕлни пулăшса пырать те ĕнтĕ мана çулçỹрев вăхăтĕнче, — тет вăл вĕренỹ çулĕсене аса илнĕ май.

Хальхи вăхăтра чăваш каччи 2017 çулта Новосибирскра паллашса пĕрле çул çỹреме кăмăл тунă Анастасия Сафонова (унăн йăх-тымарĕ чăвашран, Тутарстанри Аксу районĕнчен) журналисткăпа пĕрле. Настя вырăнти радиора ертỹçĕре тăрăшнă. Çывăх вăхăтра пĕрлешес кăмăллă çамрăксем, Алтай тăрăхĕнче çурт хăпартма пуçăнасшăн, стройматериалсене хатĕрлеме пуçланă.

Монголи, Китай, Вьетнам, Лаос, Комбоджа çĕршывĕсенче пулнă йĕкĕт çулçỹревсен вăхăтĕнче чылай видео ỹкернĕ, вĕсене Интернетри социаллă сайтсене вырнаçтарнă. Чăваш каччи çинчен нумай тăрăхра пĕлеççĕ, малашне вара тата та ытларах пĕлĕç — хăй каласа панă тăрăх, унăн видеоматериалĕсемпе усă курса фильм ỹкерме пуçланă. «Чувашский путешественник» документлă фильмра вăл çỹренĕ вырăнсемпе тĕплĕн паллашма май килĕ. 

 — Эсĕ ирĕклĕхе юратнине çулçỹревỹсем те, куçусем те яр уççăн кăтартаççĕ.

— Питĕ юрататăп ирĕклĕхе. Велосипед çак туйăма парнелет те мана. Ача чух пулман манăн тимĕр ут, пуçласа 16 çулта туянса пачĕç. Шăпах çула çитмен ỹсĕмре, этем хăйĕ пурнăçĕнчи вырăнне шыранă тапхăрта «тимĕр ут» пурнăçри вырăна тупма, чун тĕлĕшĕнчен çипрĕпленме, канăç паман тĕрлĕ кирлĕ мар шухăшран хăтăлма пулăшрĕ. Чăн-чăн юлташ вăл манăн.

-Çăмăл мар, çав вăхăтрах кăсăклă çулçỹревре тата мĕнлерех енсем пулăшса пыраççĕ сире?

— Кирек хăш çынпа та пĕр чĕлхе тупма пултарни. Яланах хăвăн чĕрỹне итлемелле. Хăвна мĕн сунатăн, теприне те çавнах сунмалла. Хăвна мĕнрен упратăн, теприне те çавăнтан упрамалла. Ырă тумалла, ырă яланах ырăпа таврăнать. Ỹпкелешмелле мар. Килĕшмест, урăхларах çавăрма пулать пурнăç юхăмне.

— Хăш вырăнсем ытларах килĕшеççĕ? 

— Пур вырăн та интереслĕ, кăмăллă. Раççей уйрăмах çывăх. Хам пулнă вырăнсем пурте тăван, чуна çывăх пулса юлаççĕ. Çĕпĕр ытларах килĕшет: чуна лăпкăлăх кỹрет, çутçанталăкпа çывăхрах пулма пулăшать, хăйнеевĕрлĕхпе тыткăнлать. 100-шер километр кайсан та çул çинче пĕр çынна та тĕл пулмастăн.

— Кала-ха, тархасшăн, çак тĕнче тăрăх çỹреме пулăшакан велосипеду мĕн хак тăрать санăн?

— Çакăн чул километр хыçа хăварнă хыççăн нимĕнле укçапа та виçеймĕн ăна, питĕ хаклă вăл (кулать). Туянма 17 пинпе туяннă.

Ăшшăн та лăпкăн калаçакан уçă кăмăллă Никитăпа курнăçнă хыççăн чылай шухăш капланчĕ пуçа. Мĕн тери пысăк вăй-хăватлă, çирĕп кăмăллă, ума лартнă ĕмĕт-тĕллеве нимĕнле йывăрлăха, лару-тăрăва пăхмасăр пурнăçа кĕртме ăнтăлакан этем. Çỹлти вăйăсем те пулăшса пыраççĕ пуль ăна пархатарлă тĕллевĕсене пурнăçа кĕртсе пыма. Çакăн евĕр çынсем пурнăçа çутă варкăш кĕртеççĕ, ырă та пархатарлă шухăшсене вăратса малалла аталанма пулăшаççĕ.

Майăн 18-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 21-мĕшĕччен Пĕтĕм Раççейре «Ĕçе — велосипедпа» акци пырать. Тĕнчене велосипедпа парăнтарма пуçăннă Никита Тĕнче кашни çынăшăн пысăк тĕслĕх.

Елена ПЕТРОВА.

Автор сăн ỹкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code