Понедельник, Октябрь 25, 2021   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чуна канăç кÿрекен çурт

Чуна канăç кÿрекен çурт

Ырă кун, вулаканăм. Хамăн статьяра Елчĕк районĕнчи Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи Çветтуй Микулай ячĕллĕ чиркÿ историйĕпе паллаштарасшăн.

Христос тĕнне ĕненме пуçлани

1700-1710 çулсенче I Петĕр патша Атăлçи халăхĕсене Христос тĕнне йышăнтарасси пирки темиçе указ кăларнă. 1731 çулта Свияжск хулинче çĕнĕ тĕн комиссине йĕркеленĕ, анчах вак халăхсене тĕне кĕртесси питĕ вăрах пурнăçланнă. Чăваш çĕрĕсем вăл вăхăтра Свияжск уесне кĕнĕ.

II Кĕтерне патша 1740 çулхи сентябрĕн 11-мĕшĕнче Атăл тăрăхĕнчи вак халăхсене, вĕсен шутĕнче чăвашсене те, Христос тĕнне йышăнтарма — шыва кĕртме хушса указ кăларнă. Çак ĕçе тума ялсене пупсемпе патша чиновникĕсене янă. Патша указĕпе килĕшÿллĕн, тĕне кĕрекенсене виçĕ çуллăха налук тÿлессинчен, ывăлĕсене — салтака илессинчен хăтарма шантарнă, пурне те хĕрес çакнă, укçапа тата тумтирпе хавхалантарнă. Налук-хырçăна тĕне кĕменнисен тÿлеме тивнĕ.

Çĕнĕ тĕн комиссийĕнчен 1740 çулта тĕне йышăнтаракан кантур туса хунă. Унăн тытăмĕнче тĕп ертÿçĕ, унăн икĕ пулăшуçи, виçĕ вĕрентÿçĕ /проповедник/, комиссар, канцеляри ĕçченĕ, комитетсем, çар командисем пулнă. Кантурăн пĕрремĕш ертÿçинче Д.Сеченов ĕçленĕ. Чăваш тăрăхĕнчи чиркÿсем çĕнĕ тĕн йышăнтаракан кантур ертсе пынипе халăха çĕнĕ ят пама пикеннĕ, вĕсене вырăнти влаç органĕсем пулăшнă.

Чăвашсене шыва кĕртме пуçласанах чăваш ялĕсенче чиркÿсем тума тытăннă. 1752 çул тĕлне хальхи Чăваш Республики вырăнĕнчи ялсенче 62 чиркÿ туса лартнă. Вара чăваш ялĕсене çак чиркÿсен прихучĕсем çумне çирĕплетсе тухнă.

Кантур çыннисемпе вĕсен пулăшаканĕсем салтаксемпе пĕрле чăваш ялĕсене пырса çынсене вăйпах Христос тĕнне йышăнтарнă. Çакăн хыççăн,1753 çул тĕлне, ĕçе вĕçлени çинчен Мускава пĕлтернĕ. Ку вăхăтра пирĕн районта 1742 çулта туса лартнă Патреккелĕнчи чиркÿ çеç пулнă. Каярах çĕнĕ чиркÿсем татах та нумай çĕкленĕ: Курнавăшра — 1762-1765 çулсенче, Кивĕ Эйпеçре — 1763 çулта, Аслă Таяпара — 1775 çулта, Тĕмерте XVIII ĕмĕр варринче уçнă. Аслă Пăла Тимеш ялне Ембулатово /Тутарстанри Пăва районĕ/ чиркÿ прихутне кĕртнĕ.

Чиркÿсем уçас тепĕр тапхăр XIX ĕмĕр варринелле пуçланнă. 1840 çулта Патăрьел вулăсĕнчи Туçа ялĕнче чиркÿ уçсан пирĕн яла çак прихут çумне çирĕплетнĕ. Ялсенче çав тапхăрта хутла пĕлекен çын пулманпа пĕрех. Чылайăшĕ тата чăвашсен авалхи туррисене пуç çапнă, чÿк тунă. Çавсене шута илсе 1840 çулхи раштав уйăхĕнче Туçа ялĕнче земство шкулне уçнă. Шкула Патăрьел, Елчĕк тăрăхĕнчи кÿршĕ ялсенчен нумай ача вĕренме çÿренĕ. Шкулта Турă законĕн урокне ирттерсе пынă, çапла вара шкул уçни ял халăхне тата шкул ачисене Христос тĕнне йышăнма тата ăна пăхăнса пыма май туса панă. Çавах та шкул ачисен те, ял çыннисен те Туçа салинчи чиркĕве кĕлĕсене çуран çÿремелле пулнă. Çакă, паллах, пуриншĕн те йывăрлăх кăларса тăратнă.

Кивĕ чиркÿ

Аслă Пăла Тимеш ялĕ XIX ĕмĕр вĕçнелле таврара пысăк ял пулнă. 1897 çулхи çырав тăрăх ялта 115 килĕ пулнă, вĕсенче 684 çын пурăннă, вăл йышран 347 арçын, 337 хĕрарăм. Христос тĕнне ĕнентерессине ăнăçлă пурнăçласа пыма ялта чиркÿ çукки кансĕрлесе пынă. Çавăнпа та 1902 çулта халăх вăйĕпе пĕренесенчен пĕр престоллă чиркÿ туса лартнă. Престола тĕлĕнмелле хăватсем тăвакан Çветтуй Микулай ятне панă. Архитектура тĕлĕшĕнчен чиркÿ карапа аса илтернĕ, тăвăл алхасакан тинĕс тăрăх çынсене çăлăнăç патне илсе пыракан Ной ковчегĕ /карапĕ/ евĕрлĕ. Чиркĕве ял варрине лартнă, алтарь тĕлне тата çав енчи никĕсе чултан хăпартнă, тепĕр енне — хĕвел анăçри никĕсе кирпĕч юпасем çине лартнă. Хăйăрпа тăма ял çумĕнчи «Хăйăр» çырминчен турттарнă пулсан, чулне ялтан 40 çухрăмри Хырла юхан шывĕ тăрăхĕнче кăларнă.

Чиркÿ тăршшĕ чанлăхпа пĕрле 12 хăлаçпа танлашнă. Аякранах мăнаçлăн курăнса ларакан чиркĕвĕн пысăк тата пĕчĕк чанĕсем куçа илĕртнĕ, иконостас виçĕ яруслă пулнă. Чиркÿ çинче 5 купол йăлтăртатнă. Куполсен шутне Иисус Христоспа тата 4 евангелистпа шайлаштарнă. Штатра священник тата псаломщик тăнă.

1930 çулсенче çĕршывра «культурăллă революци» юхăмĕ çĕкленнĕ май халăха тĕн-тĕшмĕш йăлисенчен хăтармалла тесе йышăннă, чиркÿсене хупма тытăннă. Анчах СССР Конституцийĕ çынсене тĕне ĕненме ирĕк панине шута илсе Совет влаçĕ чиркÿсене йăлтах пĕтерес тĕллев тытман. Тен, çавна пулах, Елчĕк районĕнчи ялсенчи чиркÿсенчен Тĕмер ялĕнчи чиркÿ сыхланса юлнă. 1938 çулта пирĕн ялти чиркÿ алăкне Турра хирĕç пыракансем питĕрсе илеççĕ, служба ирттерме чараççĕ. Константин Маркович Марков священнике, чиркÿ уçăлнă вăхăтра староста пулнă Антон Матвеевич Кошкина, вăл вăхăтри чиркÿ старостине Павел Андреевич Зайцева тата Мария Федоровна Лепешкина манашкăна Улатăр тĕрмине ăсатнă. Асăннă çынсенчен К.Марков священник анчах сывă юлнă. Официаллă майпа влаçсем ялти чиркĕве 1940 çулта хупнă. Репрессие лекнĕ маларах асăннă çынсен таса ятне 2001 çулта тавăрнă.

Ялти чиркĕве хупнă хыççăн ăна ватса-çĕмĕрсе пĕтермен, унта клуб йĕркеленĕ. Аттелĕхĕн Аслă вăрçи умĕнхи çулсенче тăррине пăсса иккĕмĕш хутне хăпартнă, тимĕрпе витнĕ. Çак çĕнетнĕ çуртăн пĕрремĕш хутĕнче клуб, иккĕмĕшĕнче ял совечĕ, колхоз правленийĕ тата библитека вырнаçмалла пулнă. Анчах та вăрçă пуçлансан укçа-тенкĕ çитменрен ĕç чарăнса ларнă. 1946 çулта колхоз вăйĕпе çĕнĕ клуб тăвичченех чиркÿре кино кăтартнă, унтан ăна колхоз склачĕ вырăнне усă курнă /тыр-пул, улма-çырла, купăста упранă/, каярах пăснă.

Ялти чиркĕве хупнă хыççăн Турра ĕненекенсем хамăр районти Тĕмер, Патăрьел районĕнчи Тăрăн е Комсомольски районĕнчи Луцки ялĕсенчи чиркÿсене çÿренĕ.

Ушкăнпа çĕкленĕ

Вăхăт иртнĕçемĕн, XX ĕмĕрти 80 çулсен вĕçнелле, М.Горбачев реформисем хыççăн чиркÿсем çĕнĕрен çĕкленме пуçланă. Аслă Пăла Тимеш, Кушкă, Исемпел ялĕсенче пурăнакансем ыйтнипе, тата Георгий атте /Петров/ тăрăшнипе /паллах, вĕсен нумай çĕре çÿреме тивнĕ/ 1990 çулта чиркÿ общинине çĕнĕрен регистрациленĕ. Община пуçарнипе чи малтанах Турра кĕл тумалли ятарлă çурт суйласа илнĕ. Вăл унчченхи чиркÿрен инçех мар вырнаçнă — ял варринче 1955 çулта туса лартнă кивĕ лавккан çурчĕ пулнă. Çак çурт ялта 1986 çулта суту-илÿ центрĕ уçнă хыççăн пушă ларнă. 1991 çулта Турра ĕненекенсем пуçарнипе ялта çĕнĕ чиркÿ лартас ĕçе пуçăннă. 1991-1992 çулсенче И.Соколов архитектор проекчĕпе килĕшÿллĕн чиркĕве тăвас ĕç пынă, çĕнĕ чиркÿ тунă çĕрте Анатолий атте /Сорокин/ тÿпи пысăк пулнă. Вăр-вар та çаврăнăçуллăскер, вăл ертсе пынипе, вăй-халне шеллемесĕр тăрăшнипе кĕске вăхăтра пысăк чиркÿ çĕкленнĕ. Чи пахи — вăл çынсене ырă ĕçе хутшăнма хавхалантарма пултарнă. Чиркÿ общини Кушкă, Аслă Пăла Тимеш, Исемпел ялĕсенчи халăхран укçа-тенкĕ пухас енĕпе тухăçлă ĕçленĕ. Уйрăм çынсем те чиркÿ тума харпăр хăй шутĕнчен укçа-тенкĕ чылай панă.

1992 çулхи раштавра чиркĕве туса пĕтернĕ. Служба ирттерме Шупашкар тата Чăваш архиепископĕ Варнава килсе çитнĕ, унпа пĕрле Шупашкартан, Канашран, тата районти чиркÿсенчен священниксем пуçтарăннă.

Чиркĕве халăх йышлăн çÿреме пуçланă. Аякран килнисене çĕр выртма условисем туса парас тĕллевпе Анатолий атте чиркÿпе юнашар ларакан бригада кантурĕ пулнă çурта пысăклатма пуçланă. Кунта кĕске вăхăтра шыв кĕртнĕ, юхса тухмалла тунă, уйрăм пÿлĕмсем йĕркеленĕ. Çавăнпа пĕрлех хуçалăхра кирлĕ хуралтăсем тума пуçăннă. Вĕсене те халăх пулăшнипе кĕске вăхăтра хута янă. Пĕр вăхăтра кунта ваттисен çурчĕ те ĕçленĕ.

2005 çулхи çу кунĕсенче чиркĕве çÿрекенсем ĕлĕкхи чиркĕвĕн алтарь вырăнне тупма пултарнă. Анатолий атте тăрăшнипе тата ял халăхĕн хастарлăхне пула 2006 çулта çак вырăнта часавай хăпартнă.

Питĕ шел, 2010 çулхи апрелĕн 24-мĕшĕнче Анатолий аттен пурнăçĕ усал çыннăн аллинчен вăхăтсăр татăлчĕ, ăна апрелĕн 27-мĕшĕнче ялти чиркÿре кĕлĕ ирттернĕ хыççăн Тăрăн ялĕнчи чиркÿ картишне пытарнă. Пачăшкăна вĕлернĕ вырăнта часавай туса лартнă. Сăмах май, Анатолий Дмитриевич Сорокин Патăрьел районĕнчи Тăрăн ялĕнче çуралнă, Мускаври тĕн семинарине тата Мускаври тĕн академине пĕтернĕ. 1991 çулхи февралĕн 11-мĕшĕнче Аслă Пăла Тимешри Çветтуй Микулай ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ, 1994 çулхи 15-мĕш ноябрьтен вара Кăнтăр округĕн благочиннăйĕ пулса ĕçленĕ. Нумай çул Библине чăвашла куçаракан епархи комиссин членĕ пулнă вăл.

Вырсарни шкулне те уçнă

2010 çулхи майăн 3-мĕшĕнчен пуçласа чиркÿре Алексей атте /Павлов/ ĕçлет. Вăл Муркаш районĕнчи Ойкас-Апаш ялĕнче çуралнă. Анастасия матушкăпа пилĕк ача çитĕнтереççĕ. Чиркÿ çумĕнче вырсарни шкулĕ ĕçлет. Ăна Алексей атте 2011 çулта чăмăртанă. Шкула «Голубь» ят панă, кунта ачасем кĕлĕсем, тĕн юррисем вĕренеççĕ, район, республика шайĕнчи мероприятисене хутшăнаççĕ, конкурссемпе фестивальсенче яланах малта. Вĕсене ятарлă пĕлÿ илнĕ Надежда Викторова тата Марина Мулгачева ăс параççĕ. Ачасене Турра ĕненекенсемпе пĕрле çĕршыври сăваплă вырăнсене илсе çÿрессине те йăлана кĕртнĕ. Алексей атте тăрăшнипе ял халăхне канма, ача-пăчана выляма чиркÿ картишĕнче ятарлă вырăн хута янă. Чиркĕве çĕнетес тĕллевпе чунне парса тăрăшать вăл.

Хальхи вăхăтра ял чиркĕвĕнче Алексей аттене кĕлĕсем вуланă чух Валентина Елисеева, Анна Шахеева, Лидия Чермакова пулăшаççĕ. Марина Мулгачева чиркĕве çÿрекен халăха çурта, хĕрес тата турăшсем сутассипе тимлет, чиркÿ настоятельне кулленхи ĕçре пулăшса пырать. Раиса Сапожникова, Галина Козлова, Валентина Викторова просвир пĕçереççĕ, хуçалăхра кулленхи ĕçе пурнăçлаççĕ. Чиркÿ территорийĕнчи клумбăсенче ешерекен тĕрлĕ тĕслĕ чечексем кунта çÿрекенсене хăйсен илемĕпе, капăрлăхĕпе тыткăнлаççĕ.

В.ПЛОТНИКОВ,
учитель-пенсионер.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code