Понедельник, 8 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Поздравление с Днем Республики!

Поздравление с Днем Республики!

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Сире Республика кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!

Çак патшалăх уявĕ Чăваш Ене юратакан, ăна малалла аталантарассишĕн хăйĕн вăйĕпе пултарулăхне тата чунне парса тăрăшакан мĕнпур çыншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Атăлăн илемлĕ хутлăхĕнче вырнаçнă Чăваш Республики тĕрлĕ наци çыннине тата тĕрлĕ тĕне ĕненекенсене пĕр çемьене пĕрлештернĕ.

Пирĕн республика — уçă регион, кунта этем капиталне аталантарассине, кашни çынна хăйĕн пултарулăхне туллин уçма майсем туса парассине тĕп вырăна хураççĕ.

Паян эпир экономикăна инвестицисем явăçтарас, ку чухнехи производствăсемпе ĕç вырăнĕсем йĕркелес, пысăк технологиллĕ компетенцисемлĕ кадрсене вĕрентсе хатĕрлес енĕпе ĕçлетпĕр.

Промышленноçпа ял хуçалăх отраслĕсене çĕнетсе пыни, пурăнмалли çурт-йĕр тата çулсем туни, общество инфратытăмне инновациллĕ технологисене ĕçе кĕртни Чăваш Ен социаллă пурнăçĕпе экономикин кал-кал аталанăвне тивĕçтереççĕ

Социаллă программăсене пурнăçласси çине уйрăмах тимлĕн пăхатпăр. Çынсене социаллă пулăшупа тивĕçтерес ĕç шайĕ, медицина тата вĕренÿ енĕпе паракан пулăшу ĕçĕсен пахалăхĕпе юрăхлăхĕ ÿсет.

Республикăра ăнăçлăн пурнăçа кĕртнĕ проектсемпе тата программăсемпе паян Раççей субъекчĕсенче анлă усă кураççĕ.

Тавралăх хутлăхне сыхлас енĕпе тĕллевлĕн ĕçлени экологи хăрушсăрлăхĕн сферинче тунă пысăк кăтартусене сыхласа хăварма май парать, регионăн лайăх экологи лару-тăрăвне шанчăклăн çирĕплетет. Физкультурăпа спорт ĕçне йĕркелес енĕпе регион темиçе çул хушши ĕнтĕ çĕршывра чи лайăххисен шутĕнче. Халăхăн 40 проценчĕ ытла физкультурăпа тата спортпа туслă. Пурнăç тăршшĕн вăтам кăтартăвĕ республикăра 73 çулпа танлашать.

Тăван Чăваш Ене юратакан тата унăн шăпишĕн пăшăрханакан çынсем тĕрлĕ ырă пуçару тăваççĕ, общество инфратытăмĕн аталанăвне хăйсен тÿпине хывма тăрăшаççĕ.

Çуралнă çĕр ырлăхĕшĕн эпир пĕрле ĕçлетпĕр тата тăрăшатпăр, халăхăмăрăн йăли-йĕркине, пуян культурипе ăс-хакăл еткерне типтерлĕн сыхласа упратпăр.

Чăваш Ене юратнăшăн тата унăн аталанăвне курăмлă тÿпе хывнăшăн, республика малашлăхĕшĕн тăрăшнăшăн сире пĕтĕм чунтан тав тăватăп.

Чун-чĕререн çирĕп сывлăх, хастар кăмăл-туйăм, юрату, телей тата ырлăх сунатăп!

М.ИГНАТЬЕВ,
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ.

 

Хисеплĕрен те хисеплĕ ентешĕмĕрсене Республика кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!

Çак уяв чăваш çĕрĕ çинче пурăнакан тĕрлĕ халăх çыннисене, тĕрлĕ тĕне ĕненекенсене пĕр чăмăра пĕрлештерет.

Чăваш Ен çĕнĕлле аталанакан малти ретри регионсен йышĕнче. Республикăра пысăк технологиллĕ производствăсен хисепĕ ÿсет, инвестици проекчĕсем анлăн ĕçе кĕреççĕ, аграри секторĕ курăмлăн аталанать, социаллă сферăри учрежденисене çĕнĕлле ĕçлеме хатĕрлесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ.

Пирĕн ĕçчен халăх Чăваш Ен тата Раççей историйĕн страницисенче яр уççăн çырăнса юлнă паллă ентешĕмĕрсен ячĕсемпе тивĕçлипе мухтанма пултарать. Республикăра пурăнакансем тăван халăхăмăрăн пуян культурин йăли-йĕркине ламран-лама тăснипе тата хăйсен пархатарлă ĕçĕпе тăван çăршывăмăрăн мăнаçлăхне ÿстерме, çирĕплетме пулăшаççĕ. Пĕрлехи вăйпа çĕр çинчи тăнăçлăха, килĕшÿпе çураçулăха ĕмĕрлĕхе сыхласа хăварма пултарнине те шанса тăратăп.

Хисеплĕ юлташсем, сире пурсăра та çирĕп сывлăх, телей, тăван чăваш çĕршывне тата илемлĕрех, хăватлăрах тăвас ĕçри палăртнă тĕллевсене пурнăçлассинче ăнăçу сунатăп!

В.ФИЛИМОНОВ,
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code