Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уяв умĕн тепĕр палăк

Уяв умĕн тепĕр палăк

Совет пушар хуралне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалласа Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар хурал чаçĕнче пысăк мероприяти иртрĕ. Унта Шупашкарти тата вырăнти пушар хурал чаçĕн ĕçченĕсем, район пуçлăхĕ Николай Миллин, Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсем тата ытти хăнасем пуçтарăнчĕç.

Елчĕксемшĕн çак кун паллă пулăмпа палăрса юлчĕ — уява халалласа хурал çурчĕ умне вырнаçтарнă символ пĕлтерĕшлĕ палăка уçрĕç. Вăхăтĕнче чылай пушара сÿнтерме хутшăннă 1963 çулта туса кăларнă ГАЗ-63 автомашина /ун çинче çăмăллатнă конструкциллĕ АЦУ-20 пушар автоцистерна вырнаçтарнă/ вырăн тупнă унта. Вăл иртен-çÿрене пушар хурал ĕçченĕсен пархатарлă ĕç-хĕлĕ тата инкек-синкекрен сыхланмалли пирки аса илтерсе тăрĕ. Автомашинăсен паркĕ паянхи самана ыйтакан техникăпа çĕнелнĕ май киввисен ретне тăратнă çак автомашинăна Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар хурал чаçĕн ертÿçи Василий Григорьев республикăри пĕр районта пулнă чух асăрханă. Çакăн хыççăн унăн ăна «чун кĕртсе» Елчĕке илсе килес, палăк вырăнне усă курас шухăш çуралнă. Пуçарăва ертÿçĕсем те ырланă. Пушар хурал машини паянхи кун та юсавлă, кăçалхи Аслă Çĕнтерĕве халалланă парадра автомашинăсен колоннинче те курма пултартăмăр ăна /Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вăхăтĕнче час-часах хĕмленнĕ объектсене сÿнтерес ĕçре пушар машинисем витĕмлĕ вăй пулнине кăтартса пачĕ вăл/. Пушар хурал чаçĕ умĕнчи иккĕмĕш палăк çакă — 2015 çулта ертÿçĕ пуçарăвĕпе истори экспонатне çĕнетсе ĕлĕкхи насуслă тата пичкеллĕ пушар сÿнтерме çÿренĕ урапана вырнаçтарнăччĕ кунта.

Уява халалланă савăнăçлă мероприятие Елчĕкри культурăпа кану центрĕн информаципе методика пайĕн заведующийĕ Валентина Портнова уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин гимнĕсем янранă хыççăн чи малтанах Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн начальникĕн 1-мĕш çумĕ Г.Михайлов полковник сăмах илчĕ. Пушара хирĕç кĕрешекен службăн ĕçченĕсене тÿрĕ те тăрăшуллă ĕçшĕн саламларĕ вăл. Герман Евгеньевич Елчĕк районĕ халăха инкеклĕ лару-тăруран упрас ĕçре яланах тĕслĕх вырăнĕнче пулнине палăртрĕ. Çавна май ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн райадминистрацин пуçлăхне Николай Миллина Раççей МЧСĕн «Гражданла хÿтĕлеве — 85 çул» медаль парса чысларĕ. Сăмах май, Николай Петрович районта талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче сиксе тухакан кашни инкеклĕ лару-тăрăва сирес е пушар сÿнтерес ĕçе хăй хутăшанть.

Професси тивĕçне чыслăн пурнăçлакан Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар хурал чаçĕн ĕçченĕсем, хăш-пĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем, ирĕклĕ пушарнăйсем, пушар хурал ĕçĕн ветеранĕсем Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн, Чăваш Енри ГКЧСĕн, Елчĕк район администрацийĕн Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç.

Салам сăмахĕсен çумне Чăваш Енри ГКЧСĕн республикăри пушара хирĕçле службăн хысна учрежденийĕн начальникĕ Валерий Игнатьев хутшăнчĕ.

Пушар хурал чаçĕ çĕнĕ автомашинăпа пуянланнине те палăртса хăварар. Июнĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пушара хирĕç кĕрешес ĕçре усă курма чылай района 15 çĕнĕ автомашинăн уççисене савăнăçлă лару-тăрура парса чысланă. Ăна тивĕçнисен хушшинче пирĕн район та пур. Çак автомашина пысăк хăватлăхпа палăрса тăрать, ĕçлес вăйĕпе маларах кăларнă 3 автомашинăна улăштарма пултарать.

Мероприятие Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсем те хутшăнчĕç. Вĕсем пушар хурал чаçĕн ĕçченĕсемпе уйрăм тĕл пулнă май техникăпа кăсăкланса паллашрĕç. Культурăпа кану центрĕн артисчĕсем хаваслă кĕвĕ-юрă парнелерĕç. Уява Николай Миллин пĕтĕмлетрĕ. Вăл Елчĕкри пушара хирĕç кĕрешес службăсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă пулнине, ĕçченсем хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланине палăртнă май кашнинех тав сăмахĕ каларĕ, тĕрлĕ инкекрен сыхланас, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерсе ĕçе кирек хăçан та тивĕçлĕ шайра пурнăçласа пымаллине палăртрĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: Николай Миллин, Валерий Игнатьев, Герман Михайлов Елчĕкри пушар хурал службин ĕçченĕсемпе.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code