Понедельник, 14 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паттăр партизан

Паттăр партизан

Аттелĕхĕн Аслă вăрçине Лаш Таяпа ялĕнчен 280 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 132-шĕ каялла таврăнайман. Ку йышра вăрçă нушине тÿснĕ хĕрсем те пулнă: М.Г.Емельянова, О.И.Петрова, З.Х.Емельянова, Э.И.Элле, З.О.Ятманова.

Лаш Таяпасенчен пĕрремĕш кунах вăрçа кĕнĕ çын — Василий Федорович Михеев. Вăл 1918 çулта раштавăн 17-мĕшĕнче çуралнă. Вĕсем çиччĕн пĕр тăван пулнă. Василий — чи асли. Ялти вăтам шкулта вĕреннĕ хыççăн Патăрьелĕнче педтехникумра пĕлÿ пухнă. Унтан Энтепе шкулĕнче учительте ĕçленĕ, 1939 çулта çара кайнă çамрăк…

В.Михеев Кусков лейтенант ертсе пынă партизансен “Непобедимый” ятпа йĕркеленнĕ отрядĕнче пулеметчик пулса çапăçнă. Фашистсемпе юлашки юн тумламĕ юлмиччен тытăçма тупа тунă. Ăна тÿрре кăларнă, тĕлĕнмелле пысăк хăюлăхпа палăрнă. Тăван çĕршыв Василий Федоровичăн паттăрлăхне пысăка хурса хакланă. Вăл Хĕрлĕ Ялав тата Аттелĕхĕн Аслă вăрçин 2 степень орденĕсене, “Çапăçура палăрнăшăн”, “Отечественнăй вăрçă партизанĕ” /1 степень/, “Варшавăна ирĕке кăларнăшăн”, “Берлина илнĕшĕн”, “1941-1945 çулсенче Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн” медальсене тивĕçнĕ.

Вăрçă хыççăн тĕрлĕ ĕçре вăй хунă В.Михеев. Шкулта вырăс чĕлхипе литератури, истори предмечĕсене ертсе пынă.

1952 çулта педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. 1956-1959 çулсенче Энтепе ялĕнчи Максим Горький ячĕпе хисепленекен колхозра председатель пулса ĕçленĕ. Унтан каллех шкула таврăннă, Кушкă ялĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкулта тăрăшнă. Кунта вăл 1968 çулчченех ĕçленĕ. Каярахпа Лаш Таяпари вăтам шкулта ачасене вырăс чĕлхи вĕрентнĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех /1979 çулччен/ çак шкулта вăй хунă.

Ватлăх кунĕсене ывăлĕ патĕнче — Украинăри Конотоп хулинче пурăнса ирттернĕ. 1996 çулта паллă партизан ĕмĕрлĕхех пиртен уйрăлса кайнă. Унăн вил тăприйĕ Конотоп хулинче упранать.

И.ЛЕОНТЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code