Четверг, 1 декабря, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Финалта тупăшнă

Финалта тупăшнă

Июнĕн 19-22-мĕшĕсенче Çĕрпÿ районĕнче вырнаçнă «Звездный» ача-пăча лагерĕнче республикăра 50-мĕш хутчен çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» вăййисен финалĕ иртнĕ.

Яшсемпе хĕрсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин çар комиссариачĕн ертÿçи Александр Мокрушин, Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Александр Иванов тата ыттисем саламланă.

1968 çулта пуçарса янă вăйăсене кашни çулах 30 пине яхăн ача хутшăнать. Çамрăк армеецсен финал вăййисенче кăçал 82 ушкăн /«Зарница» ушкăнра 21 муниципалитетри — 25, «Орленокра» — 23, çарпа патриот клубĕсен хушшинче — 14, профессиллĕ вĕренÿ организацийĕсен 20 команди/ тупăшнă.

Тăватă кун хушшинче кăмăл çирĕплĕхĕпе тÿсĕмлĕхе, çивĕч ăс-хакăла палăртакан вăйăсемпе ăмăртусенче тĕрĕсленсе малти вырăнсене Шупашкарти 37-мĕш, Патăрьелĕнчи 1-мĕш шкулсен, Шупашкарти 37-мĕш номерлĕ шкулăн «Орлята-37», Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕн командисем пĕрремĕш вырăна тухнă. Елчĕк шкулĕнчи «Зарница» тата «Орленок» ушкăнсем малти 10 команда йышне кĕме пултарнă.

В.ПЕТРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code