Воскресенье, 26 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Ырă çул, выпускник!

Ырă çул, выпускник!

Июнь уйăхĕн 23-мĕшĕнче районти шкулсенче выпускниксен балĕ иртрĕ. Кăçал Елчĕк районĕнчи вăтам шкулсенчи 112 ача вĕренсе тухса пурнăçăн аслă çулĕ çине тăрать. Вĕсенчен 14-шĕ ылтăн медале, 2-шĕ хĕрлĕ аттестата тивĕçнĕ.

Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене ăнăçлă тытнă яш-кĕрĕмшĕн халĕ пур енне те çул уçă — çĕршывăн кирек хăш регионĕнчи заведенине те вĕренме кĕме май пур. Палăртнă ырă ĕмĕчĕсене пурнăçласа пыма ăнăçу та çитĕнÿ сунар вĕсене.

Уява вĕренекенсемпе тата вĕрентекенсемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕ, çывăх тăванĕсем йышлă хутшăннă. Ачасем хăйсене тивĕçлĕ воспитани тата ăс-тăн панăшăн, тĕрлĕ енлĕ аталантарса пынăшăн ашшĕ-амăшĕпе учительсене пысăк тав сăмахĕ каланă.

Уяв хаваслă дискотекăпа тата тÿпене пин-пин çутăпа çĕкленнĕ фейерверкпа вĕçленнĕ.

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code