Вторник, 5 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Карттăсене «пушатаççĕ»

Карттăсене «пушатаççĕ»

Интернетпа усă курса укçа-тенкĕ вăрлакан преступниксен йышĕ ÿссех пырать.

Çавăнпа та йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем граждансене Интернет урлă тавар туяннă чух асăрхануллă пулма сĕнеççĕ. Тĕслĕхрен, преступниксем тĕрлĕ сайта тавар сутассине пĕлтерсе информаци вырнаçтараççĕ. Пĕлтерÿре вăхăтлăх усă куракан телефон номерне тата суя ят кăтартаççĕ. Суйланă таваршăн «хуçа» клиента япалан тулли хакне банк картти çине куçарма ыйтать, япалине парассине шантарса тĕл пулăвăн вăхăтне тата вырăнне пĕлтерет. Укçа-тенке куçарса панă хыççăн вĕсем «шăпланаççĕ» .

Тепĕр тĕслĕхре ултавçăсем япалашăн е ĕçшĕн укçа-тенкĕ куçарнă чух карттă номерне ыйтаççĕ. Çакскерсем информацие хăвăрт ыттисене хыпарлаççĕ, иккĕмĕшсем вара карттăна самантрах «пушатаççĕ».

Карттă номерне, пин-кодне, вăрттăн кодне, унпа хăçанччен усă курма юранине вăрттăнлăхра упрани, Интернет-лавккара тавар туяннă чух сыхлăх йĕркисене çирĕп пăхăнни ултавçăсенчен сыхланма пулăшĕ.

А.АЛЕКСЕЕВ,
полицин районти уйрăмĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code