Понедельник, 27 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçчен çынсенчен ĕç те хăрать

Ĕçчен çынсенчен ĕç те хăрать

«Победа» тулли мар яваплă обществăри механизаторсем нумай çул ÿсекен курăксене пĕрремĕш хут çулнинчен сенаж хатĕрлес ĕçе хăш вăхăтра вĕçленине хăшĕ-пĕри курса юлма, пĕлме те ĕлкĕреймерĕ.

Ку чухне хальхи йышши хăватлă техникăсемпе усă курнăран 1 сехетре — 100 тонна, 4 кунра 3000 тонна пахалăхлă сенаж хывса хăварма пултарчĕç.

Утă хатĕрлес ĕç те кал-кал пырать. Хальлĕхе ăна 300 тонна /пĕтĕмпе кирлин 35 проценчĕ/ хатĕрленĕ.

Сăн ÿкерчĕкри Сергей Елисеевпа Анатолий Сорокин механизаторсем выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçре пысăк пуçарулăхпа тимленĕ. Вырмана тухиччен вăхăтлăха вĕсене строительсене пулăшас тĕллевпе çĕнĕ ферма никĕсне хывас ĕçе явăçтарнă.

Сăмах май, ял хуçалăх предприятийĕнче иртнĕ çулхи хĕл тапхăрĕ пуçланиччен тин паянхи кун ыйтăвне туллин тивĕçтерекен 100 ĕне вырнаçакан вите — пăрулаттаракан уйрăм хута кайнăччĕ. Халĕ вара кунта ĕçлекенсем 400 пуç сăвăнакан ĕне вырнаçмалли тепĕр çĕнĕ вите ÿссе ларасса пĕлсе, курса тăраççĕ. Хальхи йышши çăмăл конструкципе усă курса хăпартакан çĕнĕ объект хĕл тапхăрне кĕриччен хута каймалла. Ĕçе хăвăртлатас тата палăртнă вăхăт тĕлне ĕлкĕрес тĕллеве малти вырăна хунă сахал яваплă юлташлăх дирекцийĕ хальхи вăхăтра тĕрлĕ майсемпе усă курать. Шухăшланă тата пикеннĕ ĕçĕн вĕçне тухмаллах…

С.АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code