Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ентеш — марафонец

Ентеш — марафонец

Çĕнĕ Арланкасси ялĕнче тĕрлĕ сферăра палăрнă çынсем сахал мар. Вĕсен хушшинче наука ĕçченĕсем, поэтсем, художниксем, педагогсем, çар çыннисем, ял тата вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсем, спортсменсем тата ытти те.

Сергей Николаевич Александров спорт енĕпе палăрнă. Çăмăл атлетикăра пысăк çитĕнÿсем туса СССР спорт мастерĕ ята илме тивĕç пулнă вăл.

С.Александров1948 çулта Çĕнĕ Арланкасси ялĕнче çуралнă. 1963 çулта Энтепери 8 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан икĕ çул «Победа» колхозра прицепщикра, грузчикра тăрăшнă. 1965-1967 çулсенче Караганда облаçĕнчи Шахан поселокĕнчи 41-мĕш номерлĕ профтехучилищĕре пĕлÿ илнĕ. Вĕреннĕ вăхăтра спортпа туслашнă вăл, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине çÿренĕ, облаçри ăмăртусене хутшăннă.

Абай хулине практикăна пырсан вăл çăмăл атлетика енĕпе ăсталăхне туптама тĕллев лартнă, чупма вĕренекенсен секцине çÿрекенскер тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнма пуçланă. Павлодар тата Абай хулисенче пĕр талăк хушши чупас енĕпе иртекен ăмăртусенче вăй виçнĕ.

1967-1969 çулсенче Совет Çарĕнче службăра пулнă, тивĕçе Казахстан çĕрĕнчех, Эмба хулинче пурнăçланă.

Совет çарĕнчен таврăнсан вăл Ульяновск хулинче автомашина туса кăларакан заводра токарь, фрезеровщик пулса тăрăшать. Çав вăхăтрах автомеханика техникумĕнче вĕренет.

Хулари чупма кăмăллакансен «Ювенис» клубĕнче тăраканскер çăмăл атлетика енĕпе иртекен ăмăртусене час-часах хутшăнать, тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче те пĕрре анчах мар призлă вырăна йышăнать. Мускав, Саратов, Хусан, Санкт-Петербург, Калининград, Самара, Саранск, Сызрань тата ытти чылай хулара йĕркеленĕ марафонсене пĕр хут анчах хутшăнман вăл.

Ултă сехетлĕх «Хăвна тĕрĕсле» ятпа иртнĕ çĕрлехи супер марафона 2 хут хутшăнни ăна хăйне черетлĕ хут тĕрĕслеме май панă. Ульяновск хулинче Совет Союзĕн Геройĕсене М.Хваткова тата А.Матросова халалланă марафонсем /12 хут хутшăннă вăл унта/ спортсменăн тÿсĕмлĕхĕпе пысăк вăйне кăтартса панă.

Май уйăхĕнче талăк хушши пыракан «Çĕнтерÿ патне чупса çит» 7-мĕш ăмăртăвăн призерĕ пулнă, 76 км хыçала хăварнă. Асăннă ăмăртăва Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 73 çул çитнине халалланă.

Хальхи вăхăтра Сергей Николаевич тивĕçлĕ канура. Мăшăрĕпе, Антонина Александровнăпа, Ульяновск хулинче пурăнаççĕ, пĕр хĕр çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ашшĕ-амăшĕ хăйсене мăнук парнелессе кĕтеççĕ.

Кăçал 70 çулхи юбилейне паллă тăвать С.Александров, чĕре чирĕпе чирлекенскер, инвалидность илнĕ пулсан та чупма пăрахмасть, хăйĕнпе пĕр ÿсĕмрисен хушшинче иртекен ăмăртусене хастар хутшăнать. Çывăх вăхăтра — сентябрь уйăхĕнче ентешĕмĕр Ульяновск хулинче ирттерме палăртнă пĕр талăка пыракан черетлĕ ăмăртăва хутшăнас кăмăллă.

Николай АЛЕКСАНДРОВ.
Çĕнĕ Арланкасси.

Сăн ÿкерчĕкре: Сергей Александров.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code