Воскресенье, 6 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пултаруллă

Пултаруллă

Елчĕк ялĕнче пурăнакан Галина Георгиевна Баранова, чăннипех, пултаруллă. Сакăр теçетке çула çывхаракан çак хĕрарăм Чăваш Ен наци радиовĕн «Ирхи кăмăл» кăларăмри «Чăваш Республики» марафон-конкурса хутшăннă.

Галина Баранова тÿрĕ эфирта хăй çырнă «Юратнă Шупашкарăм» сăввине вуласа панă. Радио итлекенсемпе жюри членĕсем унăн пултарулăхне хакласа çĕнтерÿçĕ пулма тивĕçлине палăртнă.

Сăмах май, Галина Георгиевна «Прогресс» хуçалăхра нумай çул зоотехник, тĕп зоотехник, каярахпа кадрсемпе ĕçлекен специалист пулса вăй хунă. Пархатарлă ĕçĕшĕн «Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ зоотехникĕ» ята илме тивĕçлĕ пулнă. Вăл Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ те.

С.АНАТОЛЬЕВА.

 

Юратнă Шупашкарăм

Эх, илемлĕ-çке хула,
Савнă Шупашкарăм.
Çĕнелсе ÿсен ялан,
Эс мăнаçлă, капăр.
Пысăк хутлă çуртсемпе
Пит пуян хуламăр,
Сарлака урамсемпе
Савăнса утсамăр.
Миçе тĕрлĕ аслă шкул —
Кашнинех çул такăр.
Вĕренсем,тăрса ан юл,
Яланах пул харсăр.
Парк, театр е музей
Илĕртеççĕ кашнине.
Авалхипе хальхине
Ăса хывăн ĕмĕрне.
Заливĕ мĕне тăрать —
Виçĕ кĕперпе пуян.
Анне палăкĕ тимлет,
Пурне те вăл тыткăнлать.
Пĕчĕк Питер тееççĕ
Залива куракансем.
Катерпа ярăнсанах
Асра юлĕ ĕмĕрех.
Пит илемлĕ Шупашкар
Чечек ăшĕнче ларать.
Хăйĕн тасалăхĕпе
Пурне те вăл тыткăнлать.
Юратап Шупашкара,
Вăл мăнаçлă пулнăран.
Ÿс ялан эс, капăрлан,
Пĕрле пулар, тус-тăван.

                     Галина БАРАНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code