Елчĕкри почтамт коллективĕ професси уявне – Раççей почти кунне пысăк хавхаланупа кĕтсе илет. Тулли кăмăллăхăн сăлтавĕ те çителĕклĕ: плансене яланах вăхăтлă пурнăçлаççĕ, пĕтĕм кăтартупа республикăра малтисен йышĕнче.
Почтамт виçĕ района — Елчĕке, Патăрьеле, Шăмăрша пĕрлештерсе тăрать. Пĕтĕмпе 243 çын тăрăшать. Туслă коллектив кăçалхи пĕрремĕш кварталта пĕтĕмпе 19 миллион та 253 пин те 508 тенкĕ тупăш илнĕ. Вăл шутран тавар сутса 5 миллион та 31 пин те 839 тенкĕ, хаçат-журнал çырăнтарса 2 миллион та 930 пин те 803 тенкĕ. Юлашки кăтартупа плана 136 процент тултарнă.
Халăхпа тÿрреммĕн çыхăннăскерсен ĕçĕ нумай, тĕрлĕ енлĕ. Хамăр та кашниех çакна куллен курса ĕненетпĕр: коммуналлă тÿлевсене йышăнаççĕ, ача пособийĕпе пенси параççĕ, ватăсен килне тавар илсе çитереççĕ…Çапах хаçат-журнал çырăнтарасси, валеçесси тĕп тивĕçсенчен пĕри шутланать. Елчĕкри почтамт ĕçченĕсем хальхи вăхăтра чăваш хаçачĕсене районта 8183 экземпляр, çав шутра «Елчĕк ене» 3304 экземпляр валеçеççĕ. Вулакансем «Хресчен сасси. Кил» /889/, «Çамрăксен хаçачĕ» /730/ изданисене кăмăллани курăнать.
Почтамт хастарĕсем çĕнĕлĕхсене анлă çул пама та шикленмеççĕ. Кăçалхи ака уйăхĕнче виçĕ районти çыхăну уйрăмĕсенче пурĕ 15 мобильлĕ почта-касса аппарачĕ вырнаçтарнă, вăл шутра Елчĕкпе Аслă Пăла Тимешри почтăсенче те. «Ăслă» техника ялта пурăнакансен, уйрăмах ватă çынсен чылай ыйтăвне вырăнтах татса парать. Карттăпа усă курса укçа-тенкĕ илме те, хывма та май пур. Урăхла каласан, хăвна кирлĕ тĕрлĕ операцие пурнăçлама пултаратăн.
Елчĕкри почтамт коллективне нумаях пулмасть ертсе пыма пуçланă Алина Головина ĕçтешĕсен хастарлăхне, уйрăмах тараватлăхне палăртать. Унсăрăн епле-ха, клиентсемпе уçă кăмăллă, сапăр пулни ĕç ăнăçлăхĕнче сисĕнет мар-и; Сахаллăн мар вĕсем, тивĕçе чунтан парăннисем. Апла пулсан хăшне-пĕрне аса илмеллех уяв умĕн. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи почта çыхăну уйрăмĕн почтальонкине Светлана Лапшинăна Раççей Федерацийĕн Çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп грамотипе, Аслă Таяпари почта çыхăну уйрăмĕн почтальонкине Надежда Галкинăна, Елчĕкри почтамтри Юрий Антонов водителе, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи, Елчĕкри почта çыхăну уйрăмĕсен пуçлăхĕсене Лариса Яшинăпа Наталия Капсуловăна «Раççей почти» Федерацин патшалăх унитарлă предприятийĕн Тав çырăвĕсемпе чысланă. Çавăн пекех Алексей Вороновпа Валерий Щипцов водительсем, Валентина Емельянова ертсе пыракан экономист та пултаруллисен йышĕнче.
Почта çыхăну ĕçченĕсен хисеп-сумĕ ан чактăр нихăçан, уяв саламĕ йышăнăр пиртен.
Н.МАЛЫШКИН.