Четверг, 18 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тулли пучах пиçет часах. Хире тухма эс хатĕр-и, ĕçчен?

Тулли пучах пиçет часах. Хире тухма эс хатĕр-и, ĕçчен?

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ертÿçисем, специалистсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем вырма ĕçĕсене пурнăçлама мĕнле хатĕрленнине тишкерсе хак парас тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи 6 уйăхри кăтартусене пĕтĕмлетес тĕлĕшпе ирттернĕ районти семинар-канашлăва хутшăнчĕç. Хальхинче йăлана кĕнĕ çак мероприяти «Яманчурино» ООО никĕсĕ çинче иртрĕ. Семинар-канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пычĕ тата пĕтĕмлетрĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем яваплă тапхăра епле хатĕрленни — пĕтĕмпех куç умĕнче. Мĕншĕн тесен район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов ертсе пынипе ял хуçалăх организацийĕсене малтанах комиссипе уйрăммăн çитсе курнă, çакна çирĕплетекен фотоматериалсене те çителĕклех хатĕрленĕ. Ку чухне, паллах, тыр-пула пухса кĕртекен комбайнсене чăрмавсăр ĕçлеме, вĕсем пурнăçлакан ĕç калăпăшне шайлашуллă йĕркелессине, йĕтемсемпе складсене çĕнĕ тырра йышăнма хатĕрлесе çитерессине, кадрсене — механизаторсене çирĕплетессине, кĕр тыррисене акассине тата кĕркуннехи суха ĕçĕсене тăвассине епле шута хунине уйрăм тимлĕх уйăрнă.

Районти уй-хир ĕçченĕсем кăçал та хăйсен умне пысăк яваплăх илеççĕ: пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ — 21591, çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче — 14798, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче 6793 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Палăртнă лаптăкри тыр-пула кĕске вăхăтра çапса тĕшĕлесси — çухатусăр алла илесси тĕп тĕллев пулса тăрать. Çирĕплетнĕ ĕç планне тишкерес пулсан çапла пĕтĕмлетме пулĕ: çакăн чухлĕ ĕç калăпăшне пурнăçлама «уй-хир карапĕсем» 77 единица хутшăнаççĕ, 1 комбайн пуçне 280 гектар ĕç калăпăшĕ тивĕçет. Хальхи вăхăтра район уй-хирĕсенче анлăн усă куракан «АГРОС», «ПОЛЕСЬЕ», «ВЕКТОР», «ДОН» йышши комбайнсен /вĕсем 44 единица шутланаççĕ/ ĕç тухăçлăхĕ тата пысăкрах. Апла пулин те хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенчи техника паркĕсем хальлĕхе чухăнрах пулнине пытараймăн.

Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов канашлăва хутшăннисен умĕнче тухса калаçнă май пысăк хака тивĕçекен тĕш тырă пухса кĕртес тесен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене малтан вырса пăрахса кушăхтарасси пирки чарăнса тăчĕ. Çапла майпа кăçал район уй-хирĕсенче çитĕннĕ тыр-пулăн 38 процентне е 8300 гектарне, Ленин ячĕллĕ ЯХПКра, Валерий Смирнов, Александр Бикулов, Борис Головин, Юрий Тетмуков фермерсем пĕтĕм лаптăкри тырра уйрăммăн çапса тĕшĕлеме палăртаççĕ. Ку чухне КСУ-1 йышши универсаллă жаткăсемпе усă курни ĕçе уйрăмах тухăçлă йĕркелеме май панине «Прогресс» АХОри, Ленин ячĕллĕ, «Труд», «Сатурн», «Рассвет», «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕсенчи, «Энтепе», «Победа», «Яманчурино», «АСК-Яльчики», «Урожай» ОООсенче, Валерий Смирнов фермер иртнĕ çулсенчех лайăх ăнланнă.

Семинар-канашлăва хутшăннисем «Яманчурино» ОООра вырмана хутшăнакан, кĕрхи çĕртме тăвакан, кĕрхи культурăсем акма çĕр хатĕрлекен, акакан агрегатсемпе, йĕтем хуçалăхĕпе паллашрĕç. Вĕсене пурне те тĕплĕн хатĕрлесе çитернĕ, механизаторсем те паян тесен паян уя тухма хатĕр. Вĕсем уй-хирти пуянлăха 10 кунра пухса кĕртме хăйсен умне тĕллев илни те — пурнăçланмалли тĕллев.

Çанталăка пула вырмана кăçал та каярах юлса тухатпăр. Уй-хирти кашни ĕç вара пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Çак сăлтава пула кĕркуннехи ытти ĕçсем те каярахри вăхăта юлма пултарнине асра тытса хĕрÿ вăхăтри кашни самантпа тухăçлă усă курма ĕлкĕрмеллине çĕр ĕçченĕ пĕлсе тăрать. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртессине районта 15-25 кунра вĕçлемелле.

Семинар-канашлура выльăх-чĕрлĕх отраслĕн аталанăвне те тишкерчĕç.

Кăçалхи 6 уйăхра ял хуçалăх предприятийĕсенче 1070,3 тонна, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче 37,5 тонна аш-какай, ял хуçалăх предприятийĕсенче 8437,5 тонна, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче 1418,7 тонна сĕт туса илнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан «Энтепе», «Яманчурино», «Победа», «Рассвет», «Сатурн», Ленин ячĕллĕ, «Прогресс», «Эмметево» ял хуçалăх предприятийĕсенче ытларах аш-какай, «Энтепе», «Урожай», «Комбайн», «Сатурн», «Рассвет», «Эмметево», «Победа» ял хуçалăх предприятийĕсенче ытларах сĕт туса илнĕ. Отчетлă тапхăрта районĕпе пĕр ĕнерен 2905 килограмм, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 28 килограмм каярах сĕт сунă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин семинар-канашлу ĕçне пĕтĕмлетсе вырма ĕçĕсене инкек-синкексĕр ирттерме, палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме ăнăçу сунчĕ.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: семинар-канашлăва хутшăннисем «Яманчурино» ОООри тыр-пул уйĕнче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code